Вăрмар муниципаллă округĕн 2023 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнчи 259-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн, Вăрмар муниципаллă округĕн территорийĕнче июлĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă йышăну тăвиччен чрезвычайлă лару-тăру режимĕ тесе палăртнă. Çакăн тĕллевĕ — çанталăк типĕ тăнине пула 100 гектартан ытларах лаптăк­ра ял хуçалăх культурисем тĕп пулнипе сиксе тухнă чрезвычайлă лару-тăрăва ликвидацилесси.

Çавна май Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайне чрезвычайлă лару-тăрăва пула пулнă тăкаксен калăпăшне чакарассипе мероприятисен планне тума, кирлĕ пек мерăсем йышăнассипе ĕçлекен оперативлă штаб йĕркелеме хушнă. Унсăр пуçне типĕ çанталăка пула шар курнă ял хуçалăх таварĕсен производителĕсене пулăшма та мероприятисен планне йĕркелемелле.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика