Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе иртнĕ чыславра Вăрмар муниципаллă округĕн ЗАГС пайĕн торжествăлла залĕ уйрăмах çутăпа, ăшăпа, тулли телейпе тулчĕ, мĕншĕн тесен кунта чи çирĕп те чи килĕшÿллĕ, вуншар çул çемье ăшшине упраса, йывăрлăхра пуçа усмасăр мĕнпур ыррине хăйсен ачисене вĕрентсе пурăнакан çемьесем пуçтарăнчĕç.
Мероприятие тĕрлĕ ÿсĕмрисемпе тĕрлĕ професси çыннисем, тĕрлĕ шухăш-кăмăллисем хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинче: Вера Ивановнăпа Геннадий Петрович Владимировсем /Пысăк Енккасси ялĕ\ — 61 çул пĕрле, Галина Васильевнăпа Николай Ефремович Сергеевсем /Кивĕ Вĕренер ялĕ\ - 50 çул пĕрле, Вера Ивановнăпа Валерий Михайлович Михайловсем /Арапуç ялĕ\ — 53 çул пĕрле /ÿкерчĕк çинче\.
Чыслава Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев хутшăннă, вăл çемьесене уяв ячĕпе саламланă, вăрăм та телейлĕ пурнăç, юрату суннă, çемье институтне çирĕплетес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн, тивĕçлĕ граждансем çитĕнтернĕшĕн тав тунă. Çавăн пекех Василий Викторович мăшăрсене çемье тата кăмăл-сипет хаклăхĕсене упранăшăн, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн грамотăсем, «Юратупа шанчăклăхшăн» медальсем парса чысланă.
Паллă пулăм ячĕпе хисепе тивĕçнĕ çемьесене Вăрмар муниципаллă округĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ, Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова саламланă: «Çулсем иртсе пыраççĕ, хăвăрăн юратăва, пурнăç çулĕпе сирĕнпе пĕрле савăнăçа та, хурлăха та пĕрле пайласа пурăнакан хăвăрăн çумри мăшăра упрăр. Сирĕн пĕрлехи пурнăç çулне Петрпа Феврония святойсен юратăвĕ çутатса пытăр».
Çавăн пекех саламлă сăмахсемпе Пысăк Енккасси, Арапуç, Кавал территори пайĕсен начальникĕсем, хисеплĕ мăшăрсен ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем саламланă. Вырăнти артистсен юррисем лайăх парне пулчĕç.
Çемьесем çинчен кĕскен:
Вера Ивановнăпа Геннадий Петрович Владимировсем 61 çул пĕрле, вĕсен çемьери хутшăнăвĕсем çамрăк ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче, хăйсен пурнăçĕнче вĕсем юрату, шанчăклăх, ĕçченлĕх тата пĕр-пĕрне хисеплени тĕреклĕ çемье никĕсĕ пулнине çирĕплетсе пачĕç. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ йăлтах Вăрмар районĕпе çыхăннă. Чи хаклă пуянлăх мăшăршăн ачисемпе мăнукĕсем. Виçĕ ача çитĕнтернĕ, вĕсене ĕçчен, ырă кăмăллă пулма вĕрентнĕ. Паянхи кун кашниех пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă, ашшĕпе амăшне 4 мăнук, 3 кĕçĕн мăнук парнеленĕ.
Сергеевсен çемйи 50 çулта. Пурне те савăнмалăх çирĕп, социаллă яваплă çемье йĕркеленĕ, 2 ача çитĕнтернĕ, хальхи вăхăтра 3 мăнукпа савăнаççĕ.
Вера Ивановнăпа Валерий Михайлович Михайловсем 53 çул пĕрле, пĕр-пĕринчен пĕрре те уйрăлмаççĕ, хуçалăхра пĕрле ĕçлеççĕ, пĕрле канаççĕ. Хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çемье тата юрату çыннăн пурнăçĕнче чи хаклă тупра пулнине çирĕплетеççĕ. Михайловсем икĕ ача çитĕнтернĕ, 3 мăнукпа савăнса пурăнаççĕ. Çакăн пек тĕлĕнмелле çемьесем пурăнаççĕ пирĕн Вăрмар тăрăхĕнче.
Надежда ШИШКИНА