photo 2023 07 12 19 23 38Июнĕн 1-мĕшĕнче Чă­ваш Республикинче «Аслисем — ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ старт илнĕ. Вăл «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн пайĕ шутланать, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви, ЧР хĕрарăмсен Союзĕ, «Раççей ача-пăча фончĕн» регионти уйрăмĕ йĕркеленипе иртет.

Вăрмар муниципаллă округĕн территорийĕнче çак ыркăмăллăх акцийĕ 2023 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен пырать. Акцие ирттерессипе тĕп мероприятисен планне тата йĕркелÿ комитечĕн йышне палăртнă.

Акци шайĕнче пухăннă укçа-тенкĕпе Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿ организацийĕсенче пĕлÿ илекенсем — «Родные просторы», «Туризм и краеведение» кружок пĕрлешĕвĕсене çÿрекенсем валли туристсен слетне хутшăнма тата турист слечĕсем ирттерме хатĕр-хĕтĕр туянма усă курĕç. Акцине предприятисем, организацисем, депутатсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, волонтер отрячĕсем тата ыттисем те хутшăнма пултараççĕ.

Укçа-тенкĕ «Фонд АРУНА историко-культурологических исследований имени суварского князя Вырак» коммерциллĕ мар организацин счечĕ çине куçать. Планпа палăртнă тăрăх, 100 000 тенкĕ пуçтармалла, июнĕн 6-мĕшĕ тĕлне 50 125 тенкĕ пухăннă.

Надежда ИВАНОВА, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика