Мăнçырма ялĕнче РФ спорт мастерĕн кандидатне А.Трофимова асăнса йăлана кĕнĕ йĕркепе велоспорт енĕпе Пĕтĕм Раççейри тата республика шайĕнчи ăмăртусем, çавăн пекех Вăрмар районĕн уçă чемпионачĕпе мала тухмалли ăмăртăвĕ иртрĕç.
Спорт мероприятине Иваново, Владимир, Чулхула облаçĕсенчи, Тутар Республикинчи тата Чăваш Енри 180 ытла спортсмен хутшăнма кăмăл турĕ. Велосипедистсем 12 ушкăнра тупăшрĕç.
Икĕ куна пынă ăмăртусенче çĕнтернĕ спортсменсене наградăлама Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, ЧР велосипед спорчĕн Федерацийĕн президенчĕ И.Аверьянов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн — организаципе контроль тата аналитика ĕçĕсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ В.Павлов тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Яваплă çынсем ăмăртусене ирттерме пулăшакансене — «Дом паркета» холдинг президентне Ю.Афанасьева, Мускаври строительство компанийĕн директорне В.Иванова, «РитейлРемСтрой» ТМЯО генеральнăй директорне А.Вотякова, «Системпром» АУО генеральнăй директорĕн заместительне В.Афанасьева, уйрăм çын предпринимательсене Н.Дмитриева, А.Дмитриева, В.Пидюкова, А.Васильева, «Мистер ДЕНТ» ТМЯО директорне В.Панфилова, ЧР тава тивĕçлĕ тренерне В.Семенова, велоспорт енĕпе СССР спорт мастерĕсене Н.Федорова, С.Иванова, А.Савельева, велоспорт енĕпе РФ спорт мастерне А.Федорова, «Зеленая долина» ял хуçалăх кооперативĕн руководительне С.Михайлова, Мăнçырма ялĕнчи А.Кузнецова, ЧР тава тивĕçлĕ артистне Ю.Филиппова тав турĕç.
Ăмăртусенче мала тухнă велосипедистсем медальсемпе дипломсене тивĕçрĕç. Вăрмар округĕн спортсменĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарчĕç. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем, халĕ В.М.Краснов ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕн училищинче вĕренекен Никита Петров /Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ\ тата Алексей Анисимов /Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ\ палăрчĕç. Хăйсен çул ÿсĕмĕнче Никита ăмăртусен икĕ кунĕнче те 1-мĕш вырăнсене, Алексей 3-мĕш тата 1-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те велоспорт енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕсем. Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Константин Пудриков, Иван Пудриков, Александр Васильев, Максим Кавруков, Кирилл Григорьев, Дмитрий Сергеев лайăх результатсем кăтартрĕç.
2014 çулхи тата кĕçĕнрех велосипедистсем хушшинче ăмăртусем уйрăммăн иртрĕç. Кунта арçын ачасем хушшинче Виктор Гурьев /Мăнçырма ялĕ\ 1-мĕш, Максим Егоров /Мăнçырма ялĕ\ 2-мĕш, Иван Левин /Вăрмар поселокĕ\ 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрачасем хушшинче Даша Архипова /Мăнçырма ялĕ\ çĕнтерчĕ. Велоспорта юратакан арçын ачасем хушшинче Иван Морозов /Мăнçырма ялĕ\ малта пулчĕ.
Çавăн пекех А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи велоспорт уйрăмĕн тренер-преподавателĕсем А.Саминов, А.Мальков, С.Пудриков Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç, Вăрмар округĕн волонтерĕсене вара Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Сергей АРХИПОВ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Сăнÿкерчĕк çинче: спортсменсем старта тухма хатĕрленеççĕ