Арапуç тата Кĕтеснер ялĕсен хушшинчи кĕпер мĕн­лерех лару-тăрура пулни çак ялсенче пурăнакансене питĕ пăшăрхантарать. Вăл кивелсе юрăхсăра тухнă, ун çинче шăтăк-путăксем пулса пĕтнĕ, ун тăрăх çÿреме те хăрушă. Кĕпер пирки респуб­лика шайĕнче те — социаллă сетьсенче — калаçма тытăннă иккен.

Кĕпере юсассипе çыхăннă ыйтупа Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕн Управленине шăнкăравларăмăр. Кунти специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, Арапуç тата Кĕтеснер ялĕсен хушшинчи кĕпере юсама çитес çул валли укçа-тенкĕ хывса хăварнă. Хальхи вăхăтра проект документацине хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика