Вăрмар муниципаллă округĕн Кĕлкешри территори пайне кĕрекен Тупах ялĕнче пурăнакансем 4 çул шывсăр тертленнине пĕлтереççĕ. Çакăн пек шăрăх çанталăкра шыв нуши уйрăмах çивĕч, çавăнпа та ялти башньăна ĕçлеттерсе яманшăн пăшăрханаççĕ.
Çак ыйтăва татса парас тĕллевпе Кĕлкешри территори пайĕн пуçлăхĕпе Олег Степанович Кузьминпа çыхăнтăмăр. Вăл çапларах хурав пачĕ: «2019 çул вĕçĕнче Тупахра шыв скважини юрăхсăра тухнă. Çавăнпа та 2020 çулта эпир ятарлă программăпа шыв башнине улăштартăмăр, скважинăна çĕнĕрен юсарăмăр. Ĕлĕкхи скважина пирĕн 160 метр тарăнăшĕнче пулнă. Эпир çĕнĕ скважинăна 120 метр тарăнăш кăна юсама пултартăмăр. Çанталăк шăнтнă май тарăнрах чавма май килмерĕ. Ун чухне шыв пурччĕ. Халĕ шыв, те шăрăх çанталăка пула, унта çук. Çак кунсенче ял çыннисем ку скважинăран насоса кăларса хунă. Шыв çукки куçкĕретех. Хальхи вăхăтра Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕпе скважинăна юсама укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен майсем тупнă. Çак кунсенче скважинăна тарăнлатассипе ĕçлеме пуçлаççĕ, шывлă пулас тесен ăна 150-160 метр тарăнăш чавма тивет. Ку енĕпе подрядлă организаципе килĕшсе татăлнă. Сăмах май, Тупах ялĕнче шыв çук тесе калани тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен ялта обществăлла 3 çăл, 4 тараса пур. Ялта пурăнакансене илес пулсассăн, 90 процента яхăн çын хăйсен хуçалăхĕсенче скважинăсемпе тарасасем чавса килĕсене малтанах шыв кĕртнĕ пулнă».
Эвелина МИХАЙЛОВА