Çуллахи вăхăтра уйрăмах асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен шăрăх çанталăкра чылайăшĕ шыв патне туртăнать.
Çак тапхăрта аслисен ачасене куçран вĕçертмелле мар, шыври хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине аса илтермелле. «Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачана юриех ишме вĕрентмесĕр тĕрĕс мар тăвать. Шывра хăйне тытма тата чăмпăлтатмалли ансат мелсене кĕске вăхăтрах хăнăхтарма пулать», - тет ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов. Ачана шывра путасран сыхлакан хатĕр тăхăнтартнă пулсан та ăна сăнасах тăмалла. Палăртнă чикĕрен шаларах ишсе кĕмелле мар, пĕр-пĕрне шыва тĕксе яма юрамасть. «Путатăп!» - тесе шÿтлени те вырăнсăр. Ятарласа хатĕрленĕ çĕрте çеç шыва кĕмелле. Мĕншĕн тесен унта кам та пулин хăрушлăха кĕрсе ÿксен çăлавçăсем çийĕнчех çитсе пулăшаççĕ.