photo 2023 07 19 13 16 06Хăш-пĕр лавккасене япала туянма тăтăшах пырса çÿрес килет. Вĕсенче хăтлă, çутă, таса, сентресем çинче таварĕ çителĕклĕ, кулленхи пурнăçра мĕн кирлĕ — пĕтĕмпех пур. Сутуçипе те калаçма кăмăллă: туянакан иккĕленет пулсан вăл таварне те суйлама пулăшать, сĕнÿ-канаш та парать, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Çакăн пек лавккасенчен пĕри Арапуçĕнчи территори пайне кĕрекен Çĕнĕ Кавал ялĕнче ĕçлет — ку вăл Вăрмар райповĕн лавкки.

Çĕнĕ Кавал — пысăках ял мар. Арапуçĕнчи территори пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кунта 226 хуçалăх шутланса тăрать, 482 çын пурăнать. Çĕнĕ Кавал округ центрĕпе юнашарах вырнаçнă пулин те, ку е вăл япала кирлĕ чухне кашнинчех поселока утма меллĕ мар. Çавăнпа ялта райпо лавкки пулни çĕнкавалсемшĕн питĕ лайăх.

Кунта 5 çул ĕнтĕ заведующи пулса Алена Николаевна Голубева /ÿкерчĕк çинче/ тăрăшать. Вăл Çĕнĕ Кавалтах çуралса ÿснĕ, çак ялтах çемйипе тĕпленсе пурăнать. Алена Николаевна мĕн çамрăкранах суту-илÿ сферинче вăй хурать, ĕç опычĕ пысăк. Шкул пĕтернĕ хыççăн Владимир хулине çул тытнă, бухгалтер профессине алла илнĕ. Унтан Вăрмар райповĕнче сутуçăна вĕренсе тухнă.

«Маларах районти мелиораци тытăмĕсен эксплуатацийĕн управленийĕнче бухгалтер-кассирта, ун хыççăн нумай çул уйрăм çынсен лавккисенче сутуçăра ĕçлерĕм. 2018 çулта хамăр ялти райпо лавк­кине ĕçлеме кĕтĕм. Ку вăл маншăн питĕ аван пулчĕ, ĕç вырăнĕ кил çумĕнчех темелле», — каласа парать Алена Николаевна. Хăй вăл питĕ тарават та тăрăшуллă хĕрарăм. Лавккари ĕç-хĕле пĕлсе йĕр­келесе тăрать, яваплăн ĕçлет. Тавар саккас тăвасси те, сутасси те, тасалăха тытса тăрасси те ун çинче.

«Лавккана ытларах хамăр ялсемех пыраççĕ. Кунта халăх валли куллен кирлĕ тавар пĕтĕмпех пур. Ытларах хамăр тăрăхра, Чă­ваш Рес­публикинчи предприятисенче туса кăларакан таварпа суту-илÿ тăватпăр. Çăкăр-кулач таврашне Çĕрпÿри çăкăр заводĕнчен илсе килеççĕ, кăлпассине Етĕрнери аш-какай комбиначĕ туса кăларать, пылак шывĕ — Комсомольскинчи «Кооператор» тулли мар яваплă обществăн, канфет таврашĕ — «Акконд» кондитер фабрикин... Çынсем вĕсен продукцине кăмăлласах туянаççĕ. Унсăр пуçне йăлари хими продукцийĕ те, савăт-сапа та, хуçалăхра тыткаламалли ытти япаласем те пур. Тырă туянас текенсем валли ăна та саккаспа илсе килсе паратпăр, кил тĕлнех илсе çитеретпĕр», — тет Алена Николаевна.

Хĕлле те, çулла та çын татăлмасть лавккаран. Халĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче, ача-пăча та йышлă çÿрет. Вĕсене валли пылак пăр та, канфет-печени те, пылак сĕткенсем те, теттесем те пур кунта. Алена Николаевна пурне те хапăл, çамрăксемпе çамрăкла, ватăсемпе ватăлла калаçать, туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерет.

«Кунта ĕçлеме килĕшет-и?» — тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: «Питĕ килĕшет. Ĕç условийĕсемпе эпĕ кăмăллă. Лавккара шыв кĕрет-тухать, газ та кĕртнĕ, çавăнпа хĕлле ăшă. 3-4 çул каялла лавкка çивиттине улăштарса пачĕç, виçĕм­çул шалта юсав ĕçĕсем ирттерчĕç, кăçал тултан типтерлесшĕн. Вăрмар райповĕн руководстви хăйĕн ĕçченĕсемшĕн те, халăхшăн та чăннипех те тăрăшать».

Хăйсен енчен Вăрмар райповĕнчи яваплă çынсем те Алена Николаевнăн тăрăшулăхне пысăк хак параççĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна 2022 çулта Чăвашпотребсоюзăн Тав хучĕпе, 2023 çулта Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысланă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика