photo 2023 07 18 10 31 27Вăрмар поселокĕн центрĕнче ĕç шавĕ кĕрлет — кунта тĕп площаде хăтлăх кÿрессипе ĕçсем пыраççĕ. Вĕсене икĕ тап­хăрпа пурнăçлама палăртнă.

Çĕннине тăвиччен киввине ватмалла, çавăнпа паянхи кун тĕлне площадьре çутăпа тивĕçтерекен юпасене, бордюрсене кăларса илсе кайнă, йывăçсемпе тĕмсене касса территорине тасатнă. Малалла 2800 тăваткал метр тăваткалланă чул — брусчатка сарма палăртаççĕ. Çапла пĕлтерчĕ подрядчикăн — «Гарант» тулли мар яваплă обществăн представителĕ Александр Краюшкин. Хальхи вăхăтра 6 çын ĕçлет кунта.

Тĕп площаде хăтлăх кÿрес проекта «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» федераллă программи шайĕнче рейтинглă сасăлав ирттерсе суйланă. Общест­вăлла территорине хăтлăх кÿме 5,69 млн тенкĕ уйăрнă. Контрактпа килĕшÿллĕн площадьре тăваткалланă чул сармалла, ача-пăча площадки тата канмалли площадка тумалла, саксем, çутăпа тивĕçтерекен хунарсем вырнаçтармалла, территорине ешĕллетмелле.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика