Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çулла та, хĕлле те канăç çук, август уйăхĕнче вара уйрăмах хĕрÿ тапхăр пуçланать. Мĕн акнине-лартнине кĕске вăхăтра тата çухатусемсĕр пуçтарса илмелле.

■ «Иванов В.А.» хрес­чен-фермер хуçалăхĕнче те лăпкăлăх çинчен маннă. Çак хуçалăх ĕçченĕсем районти аграрисем хушшинче вырмана чи малтан тухнă — июль уйăхĕн вĕçĕнчех. Паянхи кун тĕлне кунта кĕрхи тулă выраççĕ, вĕсем 678 гектар çинче çитĕнеççĕ. Вырмана виçĕ комбайн тухнă, тырра хуçалăх склачĕсене икĕ КамАЗ автомашина тата пĕр трактор турттараççĕ.

IvanovКăçалхи çул пĕтĕмĕшле акса хăварнă çĕр лаптăкĕ асăннă хуçалăхра 3201 гектарпа танлашнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 2439 гектар йышăнаççĕ, 150 гектар çинче — выльăх апачĕлĕх куккурус, 312 гектар çинче — нумай çул ÿсекен курăксем, 300 гектар çинче çурхи рапс.

Вырнă тырра упрама хуçалăхра пысăк складсем пур. Владимир Анатольевич па­лăрт­нă тăрăх, кăçал 1000 тонна тырă вырнаçмалăх склад тунă, çавăн пекех планра — 2000 тонна тырă упрамалли çĕнĕ склад строительстви.

«Ĕçĕ сахал мар, çанталăкĕ кăна чăрмав ан кÿтĕр. Хуçалăхра ĕçлекенсене шанатăп, пурте опытлă ĕçченсем, кирлĕ пулсан пĕр-пĕрне улăштарса та ĕçлеççĕ, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене туллин пăхăнса тăрăшаççĕ», — тет Владимир Анатольевич.

Сăн ÿкерчĕк çинче: Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, АПК тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕн — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Василий Адюков «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашать.

■ Пысăк Енккассинчи пĕртен-пĕр хресчен-фермер хуçалăхне тытса пыракан Вячеслав Михайлович Сергеев та эрне пуçламăшĕнче хăйĕн «Енисей» комбайнне уя кăларчĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\. Чылай çул тĕш-тырă, ÿсентăран çи­тĕн­терекен фермер паянхи кун та активлă ĕçлет. Пĕтĕмĕшле 170 гектар çĕр çинче кĕрхи тулă, 25 гектар люцерна /ăна вăрлăх тума çитĕн­тереççĕ\, ытти лаптăка вара çурхи тырă йышăнать. Хальхи вăхăтра 25 гектар çинчи кĕрхи тулла выраççĕ хуçалăхра. Тухăç пухса илнĕ хĕрÿ тапхăрта ăна тăван шăллĕ Сергей Вячеславович Харитонов, ытти пĕлĕшĕсем пулăшаççĕ.

photo 2023 08 02 15 14 06Сап-сарă тырă пуссинче техника шавĕ илтĕнет, комбайн бункерĕ тулса пынă май ун çывăхне прицеплă трактор пырса ларать, вырса илнĕ тырă хир карапĕ çинчен прицепа пухăнать. Хыçра — вырса илнĕ лаптăксем юлса пыраççĕ. Тырă тиенĕ трактор Пысăк Енккасси ял пуçĕнче вырнаçнă склада çул тытать. Пухса кĕртнине малтанах склад­ра упраççĕ. Каярахпа вара, Вячеслав Михайлович каланă тăрăх, ЧР Продовольстви фондне турттарма пуçлаççĕ. Тырă тухăçĕ аван пулнине палăртать фермер, апла пулсан ĕçлени сая каймасть.

ЧР Ял хуçалăх министерствин сайтĕнчи даннăйсем тăрăх, августăн 2-мĕшĕ тĕлне Вăрмар округĕнче 373 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çулса пăрахнă, 373 гектар çинчен çапса илнĕ, 1201 тонна тĕш­тырă тĕшĕленĕ.

Ирина ДАНИЛОВА, Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика