IMG 20260422 140519

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ «тÿрĕ лини» ирттерсе республикăра пурăнакансемпе çыхăнăва тухрĕ, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене хуравларĕ.

Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ, шăнкăравсем, социаллă сетьсем урлă ыйтусем яланхи пекех чылай пулнă. Колл-центра кăна çынсем 250 хутчен шăнкăравланă. Малта тăракан ыйтусем хушшинче — çул-йĕр строительствипе, çанталăк пăтăрмахĕсемпе, сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентÿпе, культурăпа, çурт-йĕр программисемпе, транспортпа, территорисене хăтлăх кĕртессипе, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли мерăсемпе çыхăннисем. Регионта пурăнакансем республика пурнăçне активлă хутшăнма тăрăшни палăрать.

Тÿрĕ эфирта Олег Николаев регионти тĕрлĕ округсенчен, ял-хуласенчен килнĕ ыйтусене тĕплĕн хуравларĕ. Хăшĕсене çав самантрах татса пачĕ, ыттисене тимлĕхе илме шантарчĕ. «Пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмасть, хуравĕсене пурин патне те çитеретпĕр», — терĕ вăл.

Палăртмалла, Вăрмар округĕнче пурăнакансен те темиçе ыйту та пулчĕ (тÿрĕ эфирта янăраман пулин те вĕсене социаллă сетьсенчи комментарисенче вулама май килчĕ). Акă, тĕслĕхрен, Кавал ялĕнче пурăнакан, ятарлă çар операцине хутшăнакан Алексей Терентьев «Вăрмар — Кавал — Нăрлат» автоçул çинче, Кавал ялĕн пуçĕнче, автобус чарăнăвĕ йĕркелеме ыйтса çырать. Çак вырăнта ĕлĕкренех автобус чарăнăвĕ пулнă, анчах çул-йĕре юсанă хыççăн, çĕнĕ проектпа килĕшÿллĕн, ăна вырнаçтарассине пăхса хăварман. Халĕ вара çынсен, ватăсен, ачасен, тепĕр чарăну патне автоçулпа утма тивет, ку вара хăрушлăхпа çыхăннă. Çавăнпа А.Терентьев автобус чарăнăвне малтанхи вырăна вырнаçтарма ыйтать.

Инна Илюхинăна Çĕнĕ Вĕренерти клуб шăпи хумхантарать, вăл клуба «Культура аталанăвĕ» программăна кĕртме ыйтса çырать. Чулкасра пурăнакансен ячĕпе Дима Федоров тухнă. Ялта хальхи йышши врач амбулаторийĕн тата спорт залĕн строительствисене йĕркелеме ыйтаççĕ чулкассем. Вăрмар поселокĕнчи Сергей Козлов поселокри Молодежная урамĕнчи 10-мĕш çуртăн тата Механизаторсен урамĕнчи 14-мĕш çуртăн картиш территорийĕсене хăтлăлатассине тимлĕхе илме ыйтать.

Ентешĕмĕрсен ыйтăвĕсем çине яваплă çынсем мĕнле хурав панине çутатса тăрăпăр.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика