Çанталăк шăрăх тăрать. Çынсем шывра чăмпăлтатса уçăлаççĕ. Анчах шыв çинче инкек пуласси те часах. Республикăра 3 кунра пилĕк çын путса вилнĕ.
Августăн 4-мĕшĕнче Шупашкарта тĕп пляж­ра Атăлтан арçын виллине кăларнă. Тепĕр кунхине ГЭС патĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 46-ри арçын путса вилнĕ. Вăл ÿсĕрле шыва кĕнĕ. Çав кунах Елчĕк округĕнче 47 çулти арçыннăн пурнăçĕ шыва кĕнĕ чухне татăлнă. Августăн 6-мĕшĕнче Улатăр округĕнче 47 çулти арçын путнă. Çав кунах Комсомольски тăрăхĕнче 49-ти хĕрарăм шывран тухайман.
Çулталăк пуçланнăранпа 25 çын шывра путса вилнĕ.
Шыва кĕме медиксемпе çăлавçăсем дежурство тăракан, ятарласа шыва кĕме юрăхлă вырăнсене кăна суйласа илмелле. Шывра асăрхануллă пулмалла.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика