Хуруй ялĕ август уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче кашни çул ял уявне ирттерет. Кăçал та ял-йыш Хуруй ялĕн кунне паллă туса савăнчĕ. Вăл яланхи пек стадионта мар, шкул пахчи çумĕнчи хурăнлăхра пуçланчĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Сăлтавĕ пурне те хумхантарчĕ.

photo 2023 08 08 11 19 45Хисеплĕ вĕрентекене, 1971-1972 çулсенче шкул ертÿçи пулнă Виталий Григорьевич Григорьева халалласа асăну хăми уçрĕç. Ăна ырăпа асăнман çын çук та пулĕ Хуруйĕнче. Вăл пирĕн ял историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Ачасем шкула уява кайнă пек чупнă вăл вăхăтра. Шкулта пурнăç вĕресе тăнă, тĕрлĕ кружоксем ĕçленĕ, орекстр та йĕркеленĕ вăл. Ачасем тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă, яланах çĕнтерÿçĕсем пулса таврăннă. Хуруй шкулĕ ра­йонта чи лайăх шкулсенчен пĕри шутланнă. Виталий Григорьевич шкул территорине илемлетес тесе те нумай вăй хунă. Ачасемпе пĕрле ретĕн-ретĕн хурăнсем лартса хăварнă. Ÿснĕ хурăнсем, илемленнĕ. Çак асамлă хурăнлăх пĕтĕм çынна хăй патне илĕртет халĕ. Уйрăмах çамрăксем пуçтарăнма юратаççĕ кунта. Шутламан та пулĕ Виталий Григорьевич пурăннă чухне хăйне валли чĕрĕ палăк лартса хăварасса.

Асăну хăмине уçма В.Григорьевăн мăшăрĕ Альбина Мефодьевна тивĕçрĕ. Вăл Хуруй ял çыннисене мăшăрне манманшăн, унăн ĕçне пысăка хурса хакланăшăн тав турĕ. Уявра Виталий Григорьевичăн ывăлĕ Сергей Витальевич, хĕрĕ Алина Витальевна, кинĕсем Фаина Витальевна, Елена Ивановна, мăнукĕсем Виктория, Ксения тата Виталий пулчĕç.

Сăмах тухса калакансем хушшинче ăшă сăмахсемпе аса илекенсем чылайăн пулчĕç, çав шутра Энĕшпуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ О.Иванов, ял çынни В.Александров. Валерий Степанов, Галина Богачева, Юрий Григорьев, Зоя Афанасьева асаилĕвĕсене итлесен, ăна Энĕшпуç шкулне куçарсан ăсатса янă саманта аса илсен пурин те куçĕсем шывланчĕç. Учительсем, шкулта ĕçлекенсем, шкул ачисем куççульпе ăсатнă В.Г.Григорьева.

Асăну хăмине унăн вĕренекенĕсем пухнă укçапа хатĕрленĕ.

Хуруй ялĕ паллă ентешĕсене манмасть, асра тытать, чыслать.

Малалла уяв вăйă-ташă картине куçрĕ. Çанталăкĕ те лайăх тăчĕ. Ял халăхне савăнтарма Шупашкартан юрă-ташă ушкăнĕ çитнĕ. Хуруйсене Энĕшпуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ Олег Анатольевич Иванов саламларĕ, тĕрлĕ грамотăсем парса чысларĕ. Спорт вăййисем те пулчĕç, çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕç. Ял çыннисем пĕрле пухăнса сĕтел хатĕрленĕ. Уйрăмах Надеждăпа Валерий Кузьминсене палăртас килет. Оксана Анатольевна Александрова баннер туса илсе килнĕ. Пĕтĕм уяв­сенче ĕçлесе пулăшаканĕ – ÿркенмен Валерий Васильевич Александров, темĕнле ĕç тума ыйтсан та çук тенине илтмен унран нихăçан та. Пур ĕçе те активлă хутшăнать. Ял уявĕ ирттернĕ çĕрте Николай Петрович Филиппов хăйĕн юлташĕсемпе те, укçи-тенкипе те, ĕçĕпе те питĕ нумай пулăшрĕ.

Вăт çакăн пек савăнаççĕ Вăрмар районĕнчи пĕчĕк Хуруй ялĕнче. Тепĕр çул пурте пирĕн яла пĕрле савăнма килĕр.

Хуруй ялĕн çыннисем.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика