Вăрмар округĕнчи хуçалăхсенче чи яваплă тапхăр – вырма пырать, пĕтĕмлетсе каласан районĕпе хальхи вăхăт тĕлне 60 процента яхăн пурнăçланă ку ĕçе. Район уй-хирĕсенче вырмана 60 ытла комбайн тухнă. Республикăри пекех районта та кăçал ир пуçланчĕ ку ĕç. Тĕш-тырă культурисен вăтам тухăçĕ районĕпе илес пулсассăн – пĕр гектар пуçне 35,6 центнерпа танлашать. Кĕрхисен тухăçĕ аванрах — пĕр гектартан вăтамран 47 центнер.
Вăрмар муниципаллă округĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕнче те хĕрÿ тапхăр, кашни кунах ирпе ирех тыр-пул çитĕнтерекен кашни фермерпа çыхăнса кам миçе гектар çинчен тухăç пухса кĕртнине шута илсе, сводкăсем хатĕрлесе ЧР Ял хуçалăх министерствине даннăйсем параççĕ. Хуçалăхсенчи лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, АПК тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕн — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕпе Василий Адюковпа çула тухрăмăр. Çĕр ĕçченĕсем пурте ĕçлĕхлĕ, пурне те пĕр вырăнта тытма та çук. Чи малтанах Тикаш ялĕнчи «Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн руководителĕпе Николай Анатольевичпа тĕл пулса калаçма май килчĕ. Июлĕн 22-мĕшĕнче вырма пуçланнă кунта. 100 гектар çинче акса хăварнă кĕрхи тулла часах вырса пĕтернĕ. Кĕрхипе çурхи пĕтĕмпе 350 гектар çинче. Хуçалăх руководителĕ Николай Анатольевич ывăлĕсемпе пĕрле яланхиллех уйра е йĕтем çинче, руль умĕнче е ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче. АКРОС-595 комбайн штурвалĕ умĕнче Николай Анатольевичăн аслă ывăлĕ Иван Николаевич. Мĕн ачаран техникăна юратса ÿснĕскер çĕнĕ йышши комбайнпа та тÿрех «пĕр чĕлхе» тупнă темелле. 2021 çул вĕçĕнче туяннă çĕнĕ комбайнпа иккĕмĕш çул тухаççĕ вырмана Ивановсем. Малтанхипе танлаштарамалăх пур вĕр çĕнĕ техникăна. Климат-контроль, электроника, хăтлă кабина — йăлтах çĕр ĕçченĕ валли уй-хир ĕçĕсене çăмăллатма тунă условисем. Кунне вăтамран 30 гектара яхăн парăнтарать комбайнер, 12-16 бункера яхăн тырă пухăнать кунсерен. Пĕр бункерĕ шăпах груз турттармалли пĕр машинăна вырнаçать. Тулă пахалăхне палăртас пулсан ытларахăшĕ 3-мĕш класлă. Типĕ кĕрет. Кĕрхи тулă тухăçне илес пулсан пĕр гектартан вăтамран 48 центнер, çурхи вара сахалрах. Чылай вăхăт çумăрсăр шăрăх çанталăк тăни витĕм кÿрет. Хура тулă лаптăкĕсене те сиенлĕ витĕм кÿнĕ çумăрсăр çанталăк, 15 гектарĕ типпе пула юрăхсăра тухнă. Юрать-ха, акнă лаптăксене кашни çулах страхлаççĕ. Урпа лаптăкĕсем 220 гектарпа танлашаççĕ, эпир пынă вăхăт тĕлне 40 гектарне вырса илсе пĕтернĕччĕ ĕнтĕ. Вырса илнĕ тырра Шупашкара «Чăвашçăкăрпродукт» акционерсен обществине ăсатаççĕ. 450 тонна ăсатса ĕлкĕрнĕччĕ эпир пынă вăхăтра тĕп хулари элеватора. Тĕш-тырă пуссисенче çумкурăк ÿсни курăнмасть, таса. «Пире, фермерсене, уйсем малтан вăхăтра симĕсленни, унтан саралса пыни, каярах вара хуралса пыни савăнтарать. Кашни пулăм хăй вăхчипе илемлĕ», – тет Николай Анатольевич.
Уйсенче унта та кунта техника ĕçлет. Тикаш ялĕнчи тепĕр фермерăн, «Сарабай» тулли мар яваплă обществăн руководителĕн Анатолий Витальевич Ульяновăн уйĕсенче те ĕç кĕрлет. ДОН 1500Б комбайн бункерта пухăннă тырра ГАЗ-53 автомашинăна пушатать. Тырра уйран турттаракан автотранспорт рулĕ умĕнче Анатолий Витальевичăн пиччĕшĕ Валерий. Хуçалăхра 70 гектар çинчи кĕрхи тулла вырса пĕтернĕ, çурхи тулă – 129 гектар, урпа – 124 гектар çинче çитĕннĕ.
Эçпепе ялĕнчи «Яковлев В.Н.» ХФХ ертÿçине, АКРОС комбайн штурвалне тытса пыракан Владимир Николаевича çул çинчех тĕл пултăмăр. Пĕр уйĕнчен вырса пĕтерсе тепĕр çĕре васкакан фермера сывлăх сунмасăр ирттерсе ямасăр май килмест паллах. Тырă хальлĕхе складра пухăннине, «Чăвашçăкăрпродукчĕ» предприятипе килĕшÿ туса ăна унта ăсатассине пĕлтерчĕ Владимир Николаевич. Ытти хуçалăхсенчи пекех кĕрхисен тухăçĕ аванрах. Кĕрхи культурăсем пĕтĕмĕшле 170 гектар çинче, вĕсене вырса пĕтернĕ, 102 гектар çинчи урпана та пухса кĕртнĕ. Халĕ 137 гектар çинчен çурхисене вырмалла. Хуçалăхра харăсах икĕ комбайн ĕçлеттереççĕ. Полесье комбайн штурвалĕ умĕнче Владимир Николаевичăн ывăлĕ Сергей. Пĕтĕмĕшле Вăрмар районĕпе илес пулсан августăн 17-мĕшĕ тĕлне 10 пин те 373 гектар çинчен 36 пин те 763 тонна тĕш-тырă вырса илсе кĕртнĕ.
Эвелина Михайлова