photo 2023 08 24 11 12 20Ĕнер, августăн 24-мĕ­шĕн­че, Вăрмар муниципаллă округĕнче Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен канашĕн тухса çÿремелли ларăвĕ ирт­рĕ. Рес­публикăри округсенчи агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç пирĕн район­та. Канашлăва хутшăнакансене — Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхне Василий Шигильдеева, унăн АПК тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтă­вĕсемпе ĕçлекен заместительне — ЧР АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканне Василий Адюкова, ЧР АПК ветера­нĕсен канашĕн председательне Александр Самылкина, АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕн заместительне Иван Аверьянова, районти чи тĕреклĕ «Ямуков Г.Н.» тата «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕсен руководи­те­лĕсене Геннадий Ямуков­па Владимир Иванова, Кĕлкешри территори пайĕн пуçлăхне Олег Кузьмина, Вăрмар районĕнчи АПК ветеранĕсен канашĕн председательне Геннадий Эверскова, районти ял хуçалăх ветеранĕсене, рес­публикăри ытти округсенчи ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕсене тата ыттисене те — пурне те чи малтанах Кĕлкешри шкулта /ÿкерчĕк çинче\ тараватлăн кĕтсе илчĕç. Хăнасем умĕнче Вăрмар округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев сăмах ка­ла­рĕ, аслă ăру çыннисенчен паянхи кун тĕслĕх илмелли чылай пулнине палăртрĕ, малашне те вĕсен сĕнĕвĕсемпе канашĕсене яланах йышăнма, пĕрле сÿтсе явма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ. Палăртса хăвармалла, Вăрмар районĕнчи АПК ветеранĕсен канашĕ Вăрмар муниципаллă округĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕпе тачă çыхăнса ĕçлет.

Канашлăва хутшăнакансене Кĕлкеш ялне уйрăмах пысăк сум кÿрекен, 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене халалласа лартнă илемлĕ палăкпа паллаштарчĕç. Ăна тасалăхра тытаççĕ, типтерлĕн пăхсах тăраççĕ. Çак палăка пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса туса лартнă, халăхран пухмалли укçа-тенкĕне Геннадий Николаевич Ямуков тÿленĕ. Ял хуçалăх ветеранĕсем вăрçăран таврăнайман салтаксене асăнса сумлă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Йышлă ушкăна малалла Геннадий Николаевичăн пиçсе çитнĕ çурхи тулă уйне илсе кайса кăтартрĕç. 45 гектар вырса пĕтермелли юлнă кунта. Геннадий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, вăтамран тухăç пĕр гектар пуçне 47 центнер тухать, малтан çĕр улми ÿстернĕ лаптăксенче вара пĕр гектартан 60 ытла центнер тырă тухнă. Çак кунсенче хуçалăхра çĕр улми кăларма пуçăнаççĕ.

Хăйсен пурнăçне ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă АПК ветеранĕсен пĕр-пĕринпе тĕл пул­­нă ятпа сÿтсе явмалли, калаçмалли, аса илмелли чылай пулчĕ çак кун. Ĕçлĕ çул-çÿ­­рев­пе вĕсем Арапуç ялĕн­че вырнаçнă «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕпе те паллашрĕç. Канашлăва пĕ­тĕмлетме пурте Вăрмарти культурăпа кану çуртĕнче пу­хăнчĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика