photo 2023 08 22 13 28 00Иртнĕ эрнере тараватлă Чăваш Ен çĕрĕ çинче, Шупашкар хулинче, «маунтинбайк-эстафета» дисциплинăра Раççей шайĕнчи чемпионат тата мала тухассишĕн ăмăртусем пулнă.

Раççейри 8 регионтан килнĕ спортсменсене В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен 7-мĕш номерлĕ спорт шкулĕ йышăннă. Старта Мускав, Санкт-Петербург, Челябинск, Свердловск, Мус­кав облаçĕсенчи, Удмурт, Чă­ваш Ен, Донецк Халăх республикисенчи эстафета командисем хутшăннă. Августăн 17-мĕшĕнче арçынсемпе хĕрарăмсен командисем хушшинче иртнĕ эстафетăра Санкт—Петербург хулинчи «Олимпийские надежды» спорт шкулĕн воспитанникĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Палăртма кăмăллă, команда йышĕнче пирĕн ентеш, Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ, А.Ф.Федоров ячĕл­лĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕ Артем Горшков та пулнă. Команда йышĕн­че çĕнтернĕ ятпа спортсменпа, унăн тренерĕсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, унăн заместителĕ — организаципе контроль тата аналитика ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Павлов, А.Ф.Федоров ячĕл­лĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, ашшĕ В.Горшков Шупашкарта тĕлпулу ирттернĕ, çи­тĕнÿ тунă ятпа саламланă.

Августăн 20-мĕшĕнче иртнĕ Раç­­çей Кубокĕнче Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ, Санкт—Петербург хулинчи «Олимпийские надежды» спорт шкулĕн воспитанникĕ Руслан Боредский 2-мĕш вырăн, Кавал ялĕнчи Артем Горшков 3-мĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех ăмăртура А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕсем — Вăрмарти Алексей Анисимовпа Арапуçĕнчи Даниил Карпов та хутшăннă. Алексей Раççей спорт мастерĕ 8-мĕш вырăн, Даниил 17-мĕш вырăн йышăннă. Иккĕшĕ те вĕсем Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренеççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика