Вăрмар муниципаллă округĕнче «Хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕ шайĕнче «Вăрмар—Кавал—Нăрлат» автоçул çинче электричество çутине вырнаçтарассипе, чарăну пункчĕсене, çуран утакансем валли çул урлă каçмалли вырăнсене, тротуарсене хута ярассипе строительствăпа монтаж ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул «Регион-Свет» тулли мар яваплă общество подрядлă организаци 1,230 км электроçутă хута янă пулнă.
Хальхи вăхăтра çак автоçул çинчи строительство ĕçĕсене контрактпа «Воддорстрой» тулли мар яваплă общество малалла тăсать. Çак организацин 3,752 км тăршшĕ электричество çути вырнаçтармалла пулĕ. Ку объектри ĕçсене пĕтĕмĕшле 2024 çулхи октябрь уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă.