Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакансене чылайранпах поселокри Киров урамĕнчи çул-йĕр ыйтăвĕ канăç памасть. Çул йăлтах шăтăк-путăклă. Ку ыйтăва округ администрацийĕнче еплерех татса парассине пĕлес тĕллевпе Вăрмар муниципаллă округăн строительствăпа территорисен аталанăвĕн Управленийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕпе Владислав Юрьевич Анисимовпа çыхăнтăмăр. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Киров урамĕнчи çула Çĕрпÿри «Инвест-Строй» подрядлă организаци пăхса тăрать. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕнчен ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствине çак участока юсама хушма укçа-тенкĕ уйăрма ыйтса çырнă. Министерствăра çитес вăхăтра çак çул çинчи шăтăк-путăксене саплама укçа-тенкĕ уйăрса пама палăртнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика