Кĕркунне тавралăха илемлĕ тĕссемпе сăрларĕ. Шăплат ялĕ те хĕрлĕ, сарă, хăмăр тĕссемпе аякранах куçа илĕртсе ларать. Хура кĕркунне çывхарнă май ку тĕссем те кĕçех шупкаланĕç, хĕле хатĕрленме пуçламалла. Хальлĕхе вара çĕр ĕçĕсене пуçтарса ĕлкĕрмелле.
Шăплат ялĕ ĕçчен те тăрăшуллă çынсемпе пуян. Çакăн пек çынсем хушшинче Наталия Геннадьевнăпа Вениамин Витальевич Андреевсен çемйи ырăпа палăрса тăрать. Пирĕн журналистсем вĕсен патĕнче пĕрре кăна мар пулса курнă. Нумай çултанпа ĕнтĕ вĕсем пахчаçимĕç лартса çитĕнтерессипе ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх те йышлă усраççĕ.
«Эпир çулсеренех купăста нумай лартса ÿстернĕ. Кăçал унчченхи шайран сахалтарах лартрăмăр. Çанталăка пула-ши, вăл тухăçĕпе ытлах савăнтармарĕ. Апла пулин те, аптăрамастпăр. Ыттине çителĕклех лартнă, çĕр улмине те пĕр гектар çинчен пуçтарса илнĕ», — теççĕ Наталия Геннадьевнăпа Вениамин Витальевич.
Мĕнпур ĕçе пурнăçлама техники хăйсенех çителĕклĕ Андреевсен, тракторĕ те темиçе тĕрлĕ, ытти техники те пур. Çын патне кайса ыйтса çÿрес çук.
Унсăр пуçне пахчинче пысăк теплица та пур Андреевсен. Çанталăк çуркунне енне сулăнсанах ĕçлеме пуçлаççĕ унта вĕсем, хăяр, помидор лартса ÿстереççĕ. Хура кĕркунне çитичченех тухăçне пуçтарса илеççĕ.
«Выльăх-чĕрлĕхне нумай тытатпăр. Ĕнисем те, вăкăрĕсем те, чăххи-чĕппи те йышлă. Кунĕн-çĕрĕн вĕсен умĕнче кĕшĕлтететпĕр, апатлантаратпăр, тасататпăр. Курăмне те çăвĕпех хатĕрлетпĕр. Суса илнĕ сĕтне сĕт пуçтаракансене парса яратпăр. Машинипе кил умĕнченех илсе каяççĕ. Ял хуçалăх ĕçĕ çăмăл мар пулин те, çав ĕçе хăнăхнă та ĕнтĕ — алă усса ахаль ларас килмест, чун чăтмасть, яланах мĕн те пулин ĕçлемелле. Канмалли кун та çук пирĕн, каникул та», — тет шÿтлесе кил хуçи хĕрарăмĕ Наталия Геннадьевна. Хăй вăл Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ. Пулас мăшăрĕпе Вениаминпа Шăплата çĕр улми пуçтарма килсен паллашнă та çемье çавăрнă хыççăн кунтах тĕпленнĕ.
Çак кунсенче Андреевсем çĕнĕ мунча туса лартас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Эпир пынă кун Вениамин Витальевичпа аслă ывăлĕ Виталий шăпах та хăйсен пахчинче пулас мунчан никĕсне хатĕрлессипе вăй хуратчĕç. «Çанталăк пăсăличчен ĕлкĕресшĕн-ха, васкатпăр. Кашни кун шутра халĕ», — терĕ Вениамин Витальевич. Вăхăчĕ темĕнле сахал пулин те тăрса сăн ÿкерĕнме килĕшрĕ.
Виçĕ ачана кун çути парнеленĕ Наталия Геннадьевнăпа Вениамин Витальевич. Асли, каларăмăр ĕнтĕ, Виталий ятлă /аслашшĕне сума суса çапла ят панă ĕнтĕ ăна\. Тепри — хĕр, Виктория. Вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илсе Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Кĕçĕнни вара — Варвара. Вăл кăçал 1-мĕш класа кайнă.
Андреевсен çемйи ĕçченлĕхне кура тивĕçлипех хисеплĕ. Йывăрлăхсенчен хăрамасăр мал ĕмĕтлĕн, туслăн, пĕр-пĕрне пулăшса та тĕрев парса утăмлаççĕ вĕсем кун-çул сукмакĕпе.
Ирина ДАНИЛОВА