Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ тата кăçалхи Педагог-наставник çулталăкĕ ячĕпе Вăрмарти «Колосок» ача садĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Зоя Ермолаевна Петровăпа тĕлпулу иртрĕ. Зоя Ермолаевна — Турă панă талантлă педагог, хăйĕн пурнăçне йăлтах ачасене халалланă. 30 çул ытла шкулта математика предметне вĕрентнĕ, «Чăваш Республикин вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ.
Зоя Ермолаевнăн мăнукĕ çÿрекен «Ромашка» кĕçĕн ушкăн воспитанникĕсем саламлă пысăках мар мероприяти хатĕрленĕ: сăвăсем каланă, юрăсем юрланă, ташланă. Хăна ачасемпе пур кăмăлтан вылянă. Вăл ачасене хăйĕн ачалăхĕ пирки, çав вăхăтра ача сачĕсем пулманни пирки каласа кăтартнă. Хальхи ачасене вара питĕ лайăх, вĕсен садике çÿреме май пур. Ача садĕнче иртекен кашни кун — ку вăл çĕнĕ туйăмсем, вăйăсем, хутшăну, кăсăклă занятисем, пултарулăх ĕçĕсем. Кунта вăхăт усăллă та интереслĕ иртет.
Тĕлпулу сĕтел йĕри-тавра пĕрле пуçтарăнса чей ĕçнипе вĕçленнĕ. Çакăн пек мероприятисем ирттерни ачасенче кăмăл-сипет енĕсене аталантараççĕ: çынна ăнланма, хĕрхенме пĕлни, пулăшма хатĕрри, аслă ăрăва хисеплени тата ытти те.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, «Колосок» ача сачĕн воспитателĕ.