Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ, Украина çĕрĕ çинче çар тивĕçне пурнăçласа пĕлтĕр пуçне хунă Владимир Петрович Сергеев паттăра халалласа унăн вил тăприйĕ çине палăк лартнă. Иртнĕ кунсенче çак палăка пысăк йышпа пуçтарăнса уçрĕç.
Владимир Сергеев Хусанти танк училищине вĕренсе пĕтернĕ, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче контрактпа службăра тăнă. 24 çултах танк взвочĕн командирĕ пулнă. Умне лартнă задачăсене пурнăçланăшăн Суворов медальне тивĕçнĕ, анчах та ăна алла илсе ĕлкĕреймен, пĕр çапăçура вилмеллех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, танк батальонĕн танк ротин танк взвочĕн командирне, гвардин аслă лейтенантне В.Сергеева «Хăюлăхшăн» орденпа наградăланă.
Владимир хăюллă, тавçăруллă та активлă, пур енчен те маттур, пысăк шанăç кÿрекен офицер пулнă. Пĕрле вĕреннĕ курсантсемпе çапăçусене хутшăннă офицерсемпе салтаксем хушшинче чи шанчăклă юлташ пулнипе асра юлнă. Ашшĕпе амăшĕшĕн юратнă ывăлĕ, шăллĕпе йăмăкĕшĕн шанчăклă пиччĕшĕ, аслашшĕпе асламăшĕшĕн, кукашшĕшĕн хаклă мăнук пулнăскер тăванĕсемшĕн калама çук пысăк та йывăр çухату. Паян пирĕн, çĕр çинче утса çÿрекенсен, тивĕçĕ — Владимр Сергеевăн ятне хисеплесе асра тытасси. Çак асăну палăкне туса лартни сăваплă та пархатарлă ĕç. Асăну палăкĕ çинчен пирĕн çине пурнăçа юратакан илемлĕ, çап-çамрăк, танкист тумĕллĕ каччă йăл кулса пăхса тăрать, чуна тыткăнлать.
Палăка уçнă кун Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, Çĕрпÿ, Куславкка, Вăрмар, Красноармейски районĕсенчи Çар комиссариачĕн çар комиссарĕ В.Буклаков, Владимирпа Хусанти танк училищинче пĕрле вĕреннĕ юлташĕ Ф.Осипов, танк училищин преподавателĕ С.Сергеев капитан çамрăкла пуçне хунă каччă ячĕпе чылай лайăх сăмахсем каларĕç. Леонид аттепе Наталья матушка палăка уçнă хыççăн салтак чунĕн канлĕхĕшĕн кĕлĕ ирттерчĕç, палăка святой шывпа сапса сăвапларĕç.
Масар çине пухăннă çынсем Владимир Сергеевăн вил тăприйĕ çине чечексем хучĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА