photo 2023 10 16 11 37 49Ашшĕн кунне халалласа Вăрмар поселокĕнчи 1 номерлĕ «Березка» ача садĕнче спорт уявĕ иртрĕ. Унта ачасемпе вĕсен ашшĕсем, çавăн пекех амăшĕсем те активлă хутшăнчĕç.
Ашшĕсем икĕ командăна пайланса тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, ачасемпе пĕрле эстафетăсене, конкурссене хутшăнчĕç, футбол, баскетбол вăййисенче хăйсем мĕнле маттур пулнине кăтартрĕç тата ытти те. Вĕсене амăшĕсем пулăшса пычĕç.
Ачасем юрă юрласа, ташă ташласа ашшĕсене уяв ячĕпе саламларĕç. Воспитательсем ашшĕсене ачасене тĕрĕс воспитани памалли сĕнÿсемпе паллаштарчĕç.
Мероприяти ачасене Ашшĕн кунĕ мĕнле уяв пулнине уçăмлатса пачĕ, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме пулăшрĕ. Ачасем хăйсен ашшĕсем мĕнле хастар та тăрăшуллă пулнине тепĕр хутчен курса ĕненчĕç, вĕсене юратнине, вĕсемпе мухтаннине, вĕсенчен яланах тĕслĕх илнине палăртрĕç. «Пирĕн аттесем чи лайăххисем, чи ырă кăмăллисем, чи ăслă-тăнлисем!» — терĕç вĕсем.

Воспитательсемпе музыка руководителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика