Авалхи чăвашсем кĕрхи вăхăта питĕ хакланă. «Кĕр пуçтарать, хĕл салатать», — тенĕ вĕсем. Кĕрхи кун пурлăх-тупра енчен питĕ пуян, çавăнпа та авалхи çынсем кĕрхи уява «Кĕр Мăнтăрĕ» тесе ят панă. Çав уявра пирĕн асаттесемпе асаннесем çутçанталăка çĕре çити пуç тайса тав тунă.
Нумаях пулмасть Вăрмар поселокĕнчи 3 номерлĕ «Зоренька» ача садĕнчи «Цветик-семицветик» ушкăнра кĕркуннене халалласа уяв иртрĕ. Ачасем Кĕр патшипе пĕрле вăрмана пуйăспа ларса кайрĕç. Унта вĕсем Мулкачпа тĕл пулчĕç, панулмине сыхлама пулăшрĕç. Мулкач ачасене кĕр парни – панулми парса ячĕ. Ачасем кĕркунне çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, вĕрене çулçисемпе ташă ташларĕç, Мулкачпа тата Кĕр патшипе тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç.
Кĕр мăнтăрне - кĕрхи уява - паян кун та уявлама май пур. Манас марччĕ авалхи ырă йăласене.
Ирина МУЛАТОВА, Анастасия ИВАНОВА, воспитательсем