r2Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă куна паллă турĕç.

r1Шăпах çак кун Куславкка округĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене асăнса лартнă мемориал комплексĕнче митинг-реквием иртрĕ, мультимедийлă çĕнĕ музей алăкне уçрĕ. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕ Сăр тата Хусан чиккисене тăвакансене асăнмалли кун тесе пĕлтернĕ. Мемориала 2022 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче уçнă, унтанпа вăл республика çыннисене кăна мар, Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килекен хăнасене илĕртекен сумлă вырăн пулса тăчĕ. Цифрăсене илес пулсан, кунта Раççейри тĕрлĕ субъектсенчен 45 пин ытла çын пулса курнă.

Асăннă музее «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн мультимедиа оборудованийĕпе тивĕçтерме 11,775 миллион тенкĕ расхутланă. Кунта мультимедиа информаци сĕтелĕсем, плазма панель, лазерлă проекторсем пур. Çавăн пекех экспозицире хÿтĕлев чиккисене тунă чухне усă курнă ĕç хатĕрĕсем, документсемпе сăн ÿкерчĕксем, хаçатсенче пичетленнĕ материалсем, окоп чавма хутшăннисен асаилĕвĕсем вырăн тупнă. Музее пыракансем ятарлă карттăна та курайĕç. Унта QR-кодпа усă курса чикĕсем ăçтан иртнине тата вĕсене тăвакансем ăçта пурăннине кăтартнă.

Мемориал комплексĕнче иртнĕ мероприятие çак кун Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă делегаци те хутшăннă, çавăн пекех Çĕнĕ Кинчер ялĕнчи М.Н.Юхма ячĕллĕ шкулта 5-9 классенче вĕренекенсемпе учительсем те. «Мемориал комплексĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курса хатĕрленĕ музей уçăлнишĕн питĕ савăнатпăр. Аякра пурăнмастпăр, малашне кунта ачасемпе уроксем ирттерме те çÿреме шутлатпăр», - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Çĕнĕ Кинчерти шкулта вĕрентекен Ирина Федоровна Краснова.

Митинга Тутар Республикин премьер-министрĕн заместителĕ Василь Шайхразиев хутшăннă. «Тутарстанран мемориала çитме инçе те мар. Пирĕн республикăри шкул ачисем те музее килсе курасса шанатăп, мĕншĕн тесен Сăр тата Хусан чиккисем — пирĕн пĕрлехи истори», - палăртнă вăл.

Мероприятие хутшăнакансем Ĕмĕр сÿнми çулăм патне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика