Çĕнĕ Кавал ялĕпе çывăх нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса параççĕ. Хăш-пĕрисем унта пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вырнаçса пыраççĕ ĕнтĕ, çурт, мунча лартаççĕ. Анчах та çак таранччен те унта шыв та, электричество та çук. Хăçан çак çĕр участокĕсем патне коммуникацисем илсе çитереççĕ-ши?
Çак ыйту çине хурав шыраççĕ Вăрмар округĕн çыннисем. Унăн тупсăмне тупас тĕллевпе эпир Вăрмар муниципаллă округĕн Строительствăпа территорисен аталанăвĕн управленийĕн строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн специалисчĕсемпе çыхăнтăмăр, çакăн пек хурав илтĕмĕр: «Нумай ачаллă çемьесене уйăрса паракан çĕр участокĕсене пур коммуникаципе те тивĕçтермелли проектпа смета документацийĕ паянхи кун тĕлне экспертиза урлă тухмалли тапхăрта. Экспертиза пĕтĕмлетĕвĕ хатĕр пулсанах çак çĕр участокĕсене коммуникацисемпе тивĕçтермелли ĕçсене пуçăнаççĕ».