IMG 2788Раççей Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсемпе ветеранĕсем çак кунсенче хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çавна май РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ларусен залĕнче торжествăлла мероприяти иртрĕ.

Унта РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Сергей Мочалов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, халĕ ĕçлекен сотрудниксемпе кунта вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем хутшăнчĕç.

Чи малтан РФ Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунне халалласа ачасем хушшинче ирттернĕ творчествăлла ĕçсен конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене наградăларĕç. Пултаруллă ачасене Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин па­йĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Сергей Мочалов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн обществăлла Канашĕн председателĕ Геннадий Васильев дипломсемпе парнесем пачĕç.

Конкурс çĕнтерÿçисене тĕрлĕ номинацисенче палăртнă. Пуринчен ытла «Саккунпа йĕркелĕх çĕршывĕнче» ÿкерчĕк» номинацинче ĕçсем нумай пулнă. Конкурса хутшăнакансем хăйсем чăннипех те талантлă пулнине туллин уçса панă. Акă, «Сочинени-эссе» номинацинче Кĕтеснерти тĕп шкулта 9 класра вĕренекен Евгений Пегеев «Манăн пулас професси — полицейски» темăпа сочинени çырнă. Ăна вăл хăйĕн ашшĕне — РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Цивильский» уйрăмĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешекен пайĕн аслă оперуполномоченнăйне, тивĕçлĕ канăва майор званийĕнче тухнă Олег Пегеева халалланă. Евгений, ашшĕ пекех, пурнăçне Тăван çĕршыв хăрушсăрлăхĕшĕн кĕрешессипе çыхăнтарасшăн.

Малалла РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсене тата ветера­нĕсене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысларĕç. Вĕсем ЧР Шалти ĕçсен Министерствин Хисеп грамотисене, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн Тав хучĕсемпе грамотисене, ăмăртусене хутшăнса мала тухнăшăн грамотăсене, Шалти ĕçсен тата шалти çарсен органĕсен ветеранĕсен Чăваш Енри обществăлла организацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Унсăр пуçне пĕрремĕш хут тата черетлĕ звани илнисене те савăнăçлă лару-тăрура удостоверенисем пачĕç. «Служу России!» — терĕç хисеп­лĕ наградăсене тивĕçнисем.

Ăшă сăмахсем сахал мар пулчĕç çак кун. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Сергей Мочалов сотрудниксене чун-чĕререн саламларĕ, шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама, çирĕп тĕллевлĕ пулма сунчĕ. Çавăн пекех пухăннисен умĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ветерансен Канашĕн председателĕ Юрий Петров та саламлă сăмахсемпе тухса калаçрĕ.

Мероприяти саккунпа йĕркелĕхе хураллакансене халалланă юрăпа вĕçленчĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика