Чăваш Енре кăçалхи çула Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе йышăннă. Ку вăл пирĕн республикăра пурăнакан ачасемшĕн хамăр тăван тăрăхăн историне тĕпчемелли лайăх сăлтав.
Июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса шкул çулçÿревĕсен программи старт илнĕ. Ачасем валли «Манăн çулçÿревсен кĕнеки» дневник хатĕрленĕ. Çак дневник кăмăл-туйăм мĕнлерех пулине, шухăшсене çырса пымалли ахаль блокнот кăна мар, дневникре ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕпе е пĕрле вĕренекенсемпе кайса курма пултарнă интереслĕ объектсем пирки тĕплĕнрех пĕлме пулать.
Республикăри «Чи активлă çулçÿревçĕ» проект шайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнчи 3 вĕренекен те чи активлă 200 çулçÿревçĕ йышне кĕнĕ. Акă вĕсем: Арапуçĕнчи тĕп шкулта 3 класра вĕренекен Иван Гурьев, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта 6г класра вĕренекен Иван Пудриков тата М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкулта 8 класра вĕренекен Анна Мочалова.
Ачасем «Бичурин тата хальхи самана» музейре, Чăваш наци музейĕ çумĕнчи Çар Мухтавĕн музейĕнче, Трактор историйĕн музейĕнче, В.И.Чапаев музейĕнче, Космонавтика музейĕнче тата ытти паллă вырăнсенче пулса курнă. «Пирĕн республикăра интереслĕ вырăнсем питĕ нумай. Вĕсене кайса курни пире питĕ килĕшрĕ, эпир хамăра валли нумай çĕнни пĕлтĕмĕр, тавракурăма анлăлатрăмăр», — теççĕ çамрăк çулçÿревçĕсем.
Кристина ПУДРИКОВА, Вăрмар округĕнчи Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ
