rodnikВиçĕ çул каялла Чăваш Республикин уявсен календарĕнче тата тепĕр паллă дата хăйĕн вырăнне тупрĕ — ку вăл Чăваш тĕррин кунĕ. Ăна Чăваш Республикин Олег Николаевăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн чăваш халăхĕн культура пуянлăхне упраса хăварас тĕл­левпе паллă тăваççĕ.

Чăваш тĕррин кунĕ умĕн Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача садĕнчи шкула кайма хатĕрлекен «Звездочка» тата «Солнышко» ушкăнсенчи воспитанниксем Вăрмарти халăх историпе таврапĕлÿ музейĕнче пулчĕç.

Музейре ятарласа «Чă­ваш тĕррин асамлăхĕ» курав йĕркеленĕ. Галина Корытникова экскурсовод ачасене чăвашсен авалхи тумĕсемпе паллаштарчĕ, çак тумсем мĕнле пайсенчен тăнине каласа пачĕ, пиçиххисене, саппунсене мĕнле çыхнине, пуçа тăхăнмалли япаласене мĕнле тăхăннине кăтартрĕ. Ачасем чă­ваш тĕр­риллĕ питшăллисене, тутăрсене, масмаксене, сурпансене интересленсех тишкерчĕç. Вĕсем чăваш эрешĕсен уйрăмлăхĕсем тата вĕсен тĕсĕсем мĕне пĕлтерни çинчен нумай çĕнни пĕлчĕç. Чăваш тĕрри ачасене питĕ килĕшрĕ. Вĕсем чăваш тĕрринче халăхăн йăли-йĕрки, ĕненĕвĕпе шанчăкĕ çырăннине, вăл кăсăклă тĕрлĕ эрешсемпе пуян пулнине пĕлме пултарчĕç.

Музейре пулса курни ачасемшĕн те, аслисемшĕн те асра юлмалли паллă самант пулчĕ, вĕсен тавракурăмне аталантарма пулăшрĕ. «Тăван тăрăха, тăван халăха хисеплетпĕр, унпа мăнаçланатпăр», — терĕç вĕсем.

«Чăваш тĕррин асамлăхĕ» курав — чăваш культурин тĕнчипе паллаштарать, патриотлăх ту­йăмне вăратать. Музей — кашни çын пулса курмалли вырăн тесе шутлатпăр.

Инна ГРОМОВА, Алина ДМИТРИЕВА, Ольга ПЛАТОНОВА, воспитательсем, Лира КОВАЛЕВСКАЯ, музыка руководителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика