1

2023 çулхи ноябрĕн 1-30-мĕшĕсенче Чăваш Енре шкул театрĕсен «АСАМ» фестивалĕн республикăри тапхăрĕ иртет.

Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă мероприятине пуçараканĕ — РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, йĕркелекенĕсем — ЧР Вĕрентÿ тата Культура министерствисем, талантлă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ.

Республикăри тапхăра хăйсен муниципалитечĕсенче çĕнтернĕ шкул театрсем хутшăнаççĕ. Вăрмар муниципаллă округĕнче Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн «Хунав» театрĕ çĕнтерÿçĕ пулнă, республикăри тапхăра хутшăнма тивĕçнĕ. Пирĕн çамрăк ентешĕмĕрсем ноябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн сцени çине тухса жюри членĕсене «Мăнкун сăваплă кун» театрализациленĕ кăтартупа паллаштарнă.

Мероприятине ЧР хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Наталья Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин тата ытти паллă çынсем хутшăннă. Чулкассене хавхалантарма вăрмарсем йышлăн пынă. Вĕсен хушшинче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов тата унăн заместителĕ Надежда Иванова, ЧР хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн руководителĕ Валентина Волкова, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов тата ыттисем те пулнă.

«Хунав» муниципалитетсенче иртнĕ тапхăрта çĕнтернĕ 29 коллектив шутне кĕнĕ. Сцена çине тухма ачасене Алевтина Степанова, Лариса Федорова, Татьяна Максимова вĕрентекенсем хатĕрленĕ. Республикăри тапхăрта çамрăк артистсем хăйсене лайăх енчен кăтартнă, питĕ ăста выляса куракансене тĕлĕнтернĕ. Республикăри тапхăрта кам çĕнтернине вара декабрь уйăхĕн вĕçĕнче Телейлĕ ачалăх çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕнче палăртĕç.

Унсăр пуçне сцена çине çак кун Пысăк Енккасси шкулĕнче вĕренекенсем /руководителĕ Татьяна Гаврилова\, Вăрмарти культура çурчĕн ĕçченĕ Ольга Михайлова, Венера тата Анна Ипатьевăсем /Арапуç шкулĕ, руководителĕ Ирина Максимова\, Вăрмарти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем /руководителĕ Ольга Бережецкая\ те тухса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Людмила ИВАНОВА, Вăрмар округĕнчи Ачасен пултарулăх çурчĕн методисчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика