IMG 2983Иртнĕ кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕн прокуратурине ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин прокурорĕ Эдуард Рафикович Гиматов çитсе курнă. Вăл прокуратура, Вăрмар район сучĕн, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн тата право хуралĕн органĕсен ытти представителĕсемпе канашлу ирттернĕ. Канашлăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев хутшăннă.

Чи малтанах Чăваш Республикин прокурорĕ Эдуард Гиматов пирĕн муниципаллă округра пурăнакан граждансене хăйсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтăвĕсемпе йышăннă. Вĕсене ытларах ял тăрăхĕсенче хăш-пĕр урамсенче электричество çути пулманни, çавăн пекех хĕллехи вăхăтра урамсене юртан вăхăтра тасатса тăманни пăшăрхантарнă. Чăваш Рес­публикин прокурорĕ Эдуард Гиматов ку ыйтусене çитес вăхăтра асăннă муниципалитетăн яваплă пуçлăхĕсене татса пама хушнă.

Канашлура республика прокурорĕ Вăрмар ра­йонĕн çĕнĕ прокурорĕпе Левый Александр Леонардовичпа паллаштарнă. Александр Леонардович 1991 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялĕнче çуралнă.

2014 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи юридици факультетĕнчен «Юрис­пруденция» специальноçне вĕренсе тухнă. 2014-2015 çулсенче призывпа çар службинче пулнă. 2016-2023 çулхи январĕн 20-мĕшĕччен тĕрлĕ должноçсенче: Йĕпреç, Çĕрпÿ, Красноармейски районĕсенче, Шупашкарти Ленински районĕнче прокурор помощникĕ, Чăваш Республикинчи юсанмалли учрежденисенче саккунсене пурнăçлассине тĕрĕслессипе Шупашкар хулин прокурорĕн аслă помощникĕ, Етĕрне районĕн прокурорĕн заместителĕ пулса вăй хунă.

Чăваш Республикин прокуратуринче тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Александр Леонардович Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн хавхалантарăвне тивĕçнĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев Александр Леонардовича Вăрмар ра­йон прокурорĕн должноçне йышăннă ятпа саламланă, малашне саккуна çирĕп пăхăнса пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура ĕçлессине палăртнă. Çавăн пекех Вăрмар район сучĕн председателĕ Виталий Иустимович Павлов Александр Леонардовича çĕнĕ должноçе - Вăрмар район прокурорне çирĕплетнĕ ятпа саламланă, халĕ те, малашне те прокуратура тата суд системи пĕр тĕвĕре ĕçленине каланă.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Сергей Мочалов саламлă сăмахсемпе пĕрлех округра коррупци сĕмĕллĕ тата ытти преступленисене хирĕç пĕрле кĕрешессине палăртнă. Çавăн пекех ытти яваплă должноçсенче вăй хуракансем те Александр Левый прокурора саламласа ĕçре ăнăçусем суннă.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика