IMG 3108Вăрмар муниципаллă округĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх вăй илсе, аталанса пырать. Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕ уйрăмах палăрса тăрать. Кăçалхи 11 уйăх­ри кăтартусем те курăмлă. Çак тапхăрта пурĕ 187 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă. Юлашки çулсенче райпо çĕнĕ лавккасем хута ярассипе те тĕллевлĕ ĕçлет. Иртнĕ кунсенче поселокра Вăрмар райповĕн «КООП-Маркет» ятлă тепĕр çĕнĕ лавкка уçăлчĕ.

IMG 3098Ăна чаплă лару-тăрура Чă­ваш­потребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина, подрядлă организацин – «Стимулстрой» тулли мар явап­лă обществăн подряд организаци­йĕн директорĕ Сергей Владимиров, «Шупашкарти универбаза» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Максим Марышев, Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов уçрĕç.

Чи малтанах Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов сăмах илчĕ. «Республикăри муниципаллă округсенче райпо лавк­кисене çулран-çул çĕнетсе пыни, çĕнĕ лавккасем уçни, вĕсенче çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни, таварсен ассортиментне ÿстерсе пыни вырăнти халăха пахалăхлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме пулăшать. Хальхи йышши райпо лавккисенче хăтлă, çутă, ăшă, çавăнпа та кунта курса çÿреме те, кирлĕ тавар туянма та питĕ меллĕ. Пирĕн тĕллев – кашни лавккарах хамăрăн ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен пысăк пахалăхлă продукцие вырăнти халăх патне çитересси. Çавна май Чăвашпотребсоюз Етĕрне­ри аш-какай комбиначĕн, пылак шыв туса кăларакан «Кооператор» тулли мар яваплă обществăн, пахчаçимĕç­рен, улма-çырларан кон­­сервăсем туса кăларакан Элĕк­ри комбинатăн продукцийĕпе райпо лавккисене ытларах тивĕçтерме тăрăшатпăр. Паян уçакан çĕнĕ «КООП-Маркет» лавккара та çÿлерех асăннă предприятисем туса кăларнă продукцине туянма пулать», – терĕ Валерий Павлов.

Унтан Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра райпо тытăмĕнче 170 çын вăй хурать. Райпо системинче 32 лавкка, «Общепит» тулли мар яваплă обществăн кафепе суту-илÿ вырăнĕсем 6 шутланаççĕ. Ун­сăр пуçне Вăрмар райповĕ 14 шкул столовăйĕн тата 12 ача сачĕн столовăйĕн ĕçне йĕркелесе пырать, пахалăхлă апат-çимĕç­пе тивĕçтерет. Палăртма кăмăллă: кăçалхи 11 уйăхра «Общепит» тулли мар явап­лă общество 23 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Асăннă общество туса кăларакан продукципе райпо лавккисене те тивĕçтереççĕ. Вырăнти ха­лăх вара ăна кăмăлласах туянать. «Çĕнĕ çул умĕн Вăрмар поселокĕн­че тата ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем валли çĕнĕ «КООП-Маркет» ятлă лавкка уçма палăрт­рăмăр. Ку лавкка питĕ меллĕ вырăнта, поселок центрĕнче вырнаçнă, апат-çимĕç продукчĕсем пĕтĕмпех пур», – терĕ Марина Аркадьевна.

Унтан чаплă лару-­тă­рура «Стимулстрой» тулли мар яваплă общест­вăн подряд организаци­йĕн ди­ректорĕ Сергей Владимиров «КООП-Маркет» лавк­ка заведующине Марина Ивановна Гурьевăна лавкка уççине пачĕ. Райпо системинче ĕçлекенсем, кунтан ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем, килнĕ хăнасем чаплă лару-тăрура хĕрлĕ хăйăва касса лавк­ка уçрĕç. Асăннă лавккари Ольга Петровна Аникина тата Кристина Владимировна Иванова сутуçăсем тавар туянакансене хапăл туса кĕт­се илчĕç. Çакна палăртмалла: лавккара хăтлă, çутă, апат-çимĕç продукчĕсем пĕтĕмпех пур. Çак кун асăннă лавккара «Ачасене – шоколад» ятпа акци те иртрĕ. Тавар туянакансенчен чылайăшĕ таварпа пĕр­лех шоколад туянса ыркăмăллăх акцине те хутшăнчĕç. Пухăннă пылак çимĕçе вара Çĕнĕ çул умĕн нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене парнелĕç. Вăрмар райповĕ йĕркеленĕ лотерея вылявĕ те иртрĕ, тавар туянакансем те, курма килнисем те çĕнĕ лавкка уçăлнипе кăмăллă пулчĕç.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика