photo 2023 11 30 14 22 17Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕреннĕ, халĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан взвод командирĕ Сергей Александрович Анисимов кĕске отпуска тăван тăрăха килнĕ май нумаях пулмасть тăван шкула ачасемпе тĕлпулăва çитсе курчĕ.

Пурте ăшшăн кĕтсе илтĕмĕр эпир ăна. Çак шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă май вăл хăйĕн шкулти пурнăçне аса илчĕ.

«Шкул алăкне уçсанах юратнă вĕрентекенсем, савăнăçлă уроксем, спорт секцийĕсем асăма килеççĕ. Эпĕ ку шкултан 2017 çулта вĕренсе тухрăм. Спортпа çамрăклах туслă пулнă. Шкулти секцисене çÿреттĕм. Физкультура учителĕ Александр Михайлович Ноздрин мĕн пĕчĕкрен пире спорта юратма хăнăхтарнă. Район, республика шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсене яланах хутшăннă, малти вырăнсене те пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Çавăнпах та пулĕ Хусанти танк училищине вĕренме кĕрес ĕмĕтĕм çуралчĕ. Чупай шкулĕнчен вăл вăхăтра вĕренсе тухнă Владимир Сергеев Хусанта танк училищинче вĕренни те мана хавхалантарчĕ. Вăл та, ун чухне асăннă училищĕре вĕреннĕскер, канмалли вăхăтсенче тăтăшах тă­ван шкула килсе пирĕнпе тĕлпулусем ирттеретчĕ, хăйĕн пулас профессийĕ çинчен тĕплĕн каласа паратчĕ. Манăн вара чăннипех те Володя пек пултаруллă та маттур пулас килетчĕ. Питех те шел, çапăçу хирĕнче вăл пуçне хучĕ. Хамăр шкултан вĕренсе тухсан Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкула пĕлÿ пухма çул тытрăм. Ун чухне те спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ. Асăннă шкула «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен тÿрремĕнех Хусанти танк училищине çул тытрăм. Кунта олимпиадăсене хатĕрленме хушма программăна ăса хывнă. Пĕтĕм тĕнчери тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Танк биатлонĕн ăмăртăвне те хутшăнтăм. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Хусантан хисеплĕ караулăн ротипе Шупашкара килтĕмĕр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн инаугурацийĕнче пултăмăр. Ку маншăн пысăк чыс. Хусанти танк училищине хĕрлĕ дипломпа, ылтăн медальпе вĕренсе пĕтертĕм. Раççей Федерацийĕн çар службинче тăтăм. Хальхи вăхăтра Украинăра ятарлă çар операцийĕнче службăра тăратăп. Халĕ эпĕ — взвод командирĕ».

Шкулта вĕренекенсем ыйту хыç­çăн ыйту пачĕç. - Сергей, паян шкултан вĕренсе тухнă пулсан хă­вă­рăн паянхи профессие улăштарнă пулăттăр-и? - кăсăкланчĕç ачасем.

- Эпĕ паянхи кун та хамăн профессиех суйласа илнĕ пулăттăм.Тăван атте-аннене, тăван шкула, тăван яла юратăр. Çак юратуран патриотизм туйăмĕ пуçланать.

Çакăн пек пултаруллă та маттур, ăс­лă-тăнлă, тăван çĕршыва, тăван ене чунтан юратакан, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн вăй-халне шеллемесĕр сыхă тăракан паттăр салтак-­офицер çитĕнтернĕшĕн Сергейăн амăшĕпе-ашшĕне Надеждăпа Александр Анисимовсене - тав тă­ватăп. Пирĕн шкултан малашлăхра та Сергей Анисимов пек пултаруллă, хастар, тăван çĕршыва юратакан ачасем вĕренсе тухасса шансах тăратăп.

Людмила ЦЫФАРКИНА, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика