sokolovÇак кунсенче пирĕн хăюллă ентешĕмĕрсем ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнта хăйсем Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулнине çирĕплетеççĕ, мăн асаттемĕрсен паттăрла ĕçне малалла тăсаççĕ. Вĕсенчен кашниех Раççее хÿтĕлес ĕçе хăйĕн тÿпине хывса çĕршыв хăрушсăрлăхне тивĕçтерет.

Паттăрсем хушшинче пирĕн ентешĕмĕрсем те сахал мар. Александр Николаевич Соколов ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнта, Украинăра, акă ĕнтĕ çулталăка яхăн Тăван çĕршывăн мирлĕ пурнăçĕшĕн тата тăнăçлăхĕшĕн хăйне шеллемесĕр çапăçать.

Александр Николаевич Чулкас ялĕнче Роза Михайловнăпа Николай Васильевич Соколовсен çемйинче çуралса ÿснĕ, Чулкасри вăтам шкулта вĕренсе пĕлÿ илнĕ. 2005-2007 çулсенче вăл Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче службăра тăнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçланăшăн унăн амăшĕпе ашшĕ çар чаçĕн командирĕсенчен пĕрре кăна мар ывăлĕ ячĕпе тав çырăвĕсем илнĕ.

2015 çулта Александр Николаевич çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Эллăпа пĕр хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем. Пĕчĕк Лилиана кăçал 1-мĕш класа кайнă. Хĕрача ашшĕшĕн питĕ тунсăхлать паллах.

Александр Николаевича ятарлă çар операцине 2022 çулхи октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе илсе кайнă. Çав куна хаçат вулакансенчен чылайăшĕ астăвать ĕнтĕ: салтаксене ыррине кăна сунса Вăрмарти культура çурчĕ умĕнче ăсатса ятăмăр. Салтак ячĕ тухнă чухне Александр Николаевич Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕнче строи­тельство ĕçĕсен мастерне вĕреннĕ пулнă. Паянхи кун тĕлне Александр Соколов хăйĕн çар тивĕçне Запорожье облаçĕнче пурнăçлать. Нумай пулмасть вăл тăван тăрăха отпуска килсе кайнă. Ноябрĕн 24-мĕшĕн­че паттăр ентешĕмĕре торжествăлла лару-тăрура Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысланă.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан Александр Николаевич Соколова тăван килĕнче юратнă амăшĕпе ашшĕ, мăшăрĕ, хĕрĕ тата çывăх тăванĕсем, çавăн пекех ял-йыш ырă-сывă тата Çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтеççĕ. «Паллах, ятарлă çар операцине хутшăнни пирĕнтен, салтаксенчен, çирĕп пулма ыйтать. Темĕн­ле пулсан та пуçа усмастпăр, пĕр-пĕринпе çума-çумăн пулса сыхă тăратпăр. Çывăх çыннăмăрсем пире кĕтни, вĕсем пирĕншĕн кĕл туни хавхалантарать», – тет Александр Николаевич.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика