ЧР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре полицейскисем икĕ гражданина наркотикпе тытса чарнă. Çак кунсенче Шупашкарта çул-йĕр патрулĕн службин экипажĕ тĕл­не полицейскисене курсан çав тери хумханса кайнă арçын пулнă. Ахальтен хумханман вăл, арçын çумĕнче 15 грамм наркотик тупнă. Унччен маларах Çĕнĕ Шупашкар хулинче право хуралĕн службин сотрудникĕ çак хуларах пурăнакан, унччен судпа айăпланнă пулнă 33 çулхи гражданина тытса чарнă. Полицейски ун çумĕнче шурăрах тĕслĕ порошоклă пысăках мар тĕрке тупнă. Экспертиза палăртнă тăрăх, ку вăл 0,29 грамм мефедрон пулнă. Арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика