«Илем» тени вăл сăн-пит, кĕлетке хитрелĕхĕ кăна мар, «илем» ăнлав анлă. Чăннипех те илемлĕ çын сăнĕпе те илĕртÿллĕ, кăмăлĕпе те тыткăна илет.
Пикесем хушшинче илем конкурсĕсем ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Унта пĕтĕм енчен пултаруллă, ăслă-тăнлă, талантлă чиперккесенчен чи тивĕçлине суйлаççĕ. Акă, çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче çулсерен иртекен «Çĕнĕ Шупашкар хулин Çамрăк тата Мини Пики—2023» /«Юная и Мини Мисс Новочебоксарск–2023»\ илем тата пултарулăх конкурсĕн финалĕ иртрĕ.
Вăрмар район хаçатĕнче Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ илем конкурсĕ пирки мĕншĕн çыраççĕ тетĕр-и? Мĕншĕн тесен асăннă конкурсра «Çĕнĕ Шупашкар хулин Çамрăк Пики—2023» ята тивĕçнĕ Елизавета Сергеевна Николаевăн йăх тымарĕсем Вăрмар районĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Елизаветăн асламăшĕ Алевтина Федоровна Николаева Энтрияль ялĕнче пурăнать. Кукамăшĕ Алевтина Григорьевна Емельянова та ку тăрăхрисемех — Вăрмар поселокĕнчен, хальхи вăхăтра Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Çавăнпа та çамрăк хĕрĕн çĕнтерĕвĕ пирки вăрмарсене çырса пĕлтерес килетех.
Елизавета «Çĕнĕ Шупашкар хулин Çамрăк тата Мини Пики–2023» конкурса «Çамрăк Пике» категоринче 22-мĕш номерпе хутшăннă. Вăл 3-мĕш çул ĕнтĕ модельсен «Volga Models Novocheboksarsk» шкулĕнче ăсталăхне туптать.
Кăçалхи март уйăхĕнче «Чăваш Енĕн Çамрăк Пики» конкурсра «Йăл кулăллă Çамрăк Пике – 2023» номинацинче палăрнăскер, Елизавета ку çитĕнÿпе кăна çырлахас темен. Хăй мĕн пĕлнине тата вĕреннине тĕрĕслес, тĕп коронăна çĕнсе илес тĕллевпе «Çĕнĕ Шупашкар хулин Çамрăк Пики» конкурса хутшăнма шутланă.
«Химик» Культура çуртĕнче иртнĕ финала питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ вăл. Чи малтанах каçхи тумпа наци тумне суйланă. Çапла пулмасăр, илемлĕ тумтир куçа илĕртет, уйрăмах чăваш халăхĕн хитре тумне тăхăнса сцена çине тухни пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл чăвашсен ĕмĕрхи йăлисене тата культурине сăнлать. «Талантлă Пике» тапхăр валли Лиза хăй пирки текст хатĕрлесе вĕреннĕ. «НКТВ телекурав» тапхăрта хĕрсен визиткисене телевизорпа кăтартнă. Кунта Елизаветăна унăн класс руководителĕ Нина Юрьевна Романова килĕшÿллĕ текст çырма пулăшнă.
Жюри членĕсем конкурса хутшăнакансен пултарулăхне çирĕп хакланă, пурте питĕ маттур пулнине каланă, анчах та Елизаветăна çитекенни пулман. Çапла вара Елизавета Сергеевна Николаева пĕтĕм енчен лайăххипе кăна палăрса «Çĕнĕ Шупашкар хулин Çамрăк Пики—2023» ята тата çĕнтерÿçĕ коронине тивĕçнĕ.
«Çак конкурсра çĕнтерни маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта хутшăнма пулăшнă, сăмахпа та, ĕçпе те хавхалантарса пынă мĕнпур çынна тав сăмахĕ калатăп», — тет Елизавета. Эпир вара, Елизаветăн тăванĕсемпе çывăх çыннисем, ăна çак çĕнтерÿ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăнăçу çулĕпе хастаррăн утăмлама, пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма çирĕп сывлăх, телей сунатпăр!
Марина АНДРЕЕВА