Зинаида ПАВЛОВА, главный редактор Урмарской районной газеты "Херле ялав" ("Красное знамя") Минцифры Чувашии: "Я полностью поддерживаю выдвижение Владимира Путина кандидатом на должность Президента Российской Федерации в 2024 году. Владимир Путин - великий стратег, лидер всего мирового общества. Он это доказал действительно делом. Наша страна в 90-ые годы была разрушена изнутри, большинство промышленных предприятий, организаций, сельхозпредприятий оказались в банкротстве, из-за этого люди остались без работы, жили в нищете, везде царил хаос, не было уверенности в будущем. В это тяжёлое для страны время Владимир Владимирович Путин вступил в должность Президента Российской Федерации и начал поднимать экономику страны. Это был настоящий прорыв в будущее. Высокими темпами начала развиваться инфраструктура, в стране начали открываться новые предприятия, фабрики и заводы. Сегодня и национальные проекты в действии. Из года в год растет обороноспособность страны. Мы верим своему Президенту и хотим, чтобы он выдвигался на пост главы государства. Сейчас наша страна проходит серьезные испытания, внешний враг не дремлет и пользуется любой мельчайшей возможностью подорвать стабильность и единство нашего общества. Поэтому особенно важно пресекать любую такую попытку, что Президент В. Путин и делает. Владимир Путин - проверенный человек, надежный Президент Российской Федерации".
Сергей АРХИПОВ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ: «Çитес Президент суйлавĕ пирĕн çĕршывшăн кăна мар, пĕтĕм тĕнчешĕн те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Хальхи çăмăл мар лару-тăрура Владимир Путинпа кăна Раççей вăйлăрах. Унăн сăмахĕ ĕçĕпе яланах килĕшсе тăрать, çавăнпа вăл халăхăн шанăçне тивĕçнĕ. Владимир Владимирович - çĕршыв карапне малалла илсе пыма пултаракан чăн-чăн лидер».
Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ: «Владимир Путин Президент пирĕн çĕршыва аталану çулĕпе илсе пырать. Вăл Раççей экономикин нумай отрасльне çĕнĕрен чĕртсе янă. Санкцисене пăхмасăрах пирĕн çĕршыв çирĕп утăмсемпе малаллах ăнтăлать. Раççей хăйĕншĕн кăна мар, пĕтĕмĕшле пуласлăхшăн тăрăшать, ку вара - Çĕнтерÿ никĕсĕ. Владимир Владимирович çитес Президент суйлавĕнче кандидат пулса хутшăнни пĕтĕм çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл кăна обществăна, халăха пĕр чăмăра пухма пултарать. Эпир вара ăна шанатпăр, ун хыççăн кайма хатĕр».
Жанна ДМИТРИЕВА, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕ: «Суйлавçăсен пуçаруллă ушкăнĕ Владимир Путин çитес Президент суйлавне хутшăнма кăмăл тунине пĕр саслăн ырласа йышăннă. Паллах, ахальтен мар. Эпир, Раççейре пурăнакансем, хамăрăн Президента шанатпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршыв çăмăл мар тĕрĕслев витĕр тухать, тăшман çывăрмасть, вăл пирĕн пĕрлĕхпе тăнăçлăха аркатасшăн. Владимир Путин вара тăшмана хирĕç тăрса унăн ирсĕр ĕçне тĕп тăвассишĕн тăрăшать. Владимир Владимирович чăннипех те çирĕп тĕллевлĕ çын, шанчăклă Президент. Вăл пуçланă ĕçе хăй кăна малалла тăсса çĕршыва Çĕнтерÿ патне илсе çитерме пултарать. Урăх çынна шанма çук».
Татьяна ВАСИЛЬЕВА, Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин начальникĕ: «Владимир Владимирович Путин пирĕн нумай нациллĕ патшалăха, обществăна пĕрлештерсе тăрать. Паллах, вăл 2024 çулхи Президент суйлавне хутшăнатăп тесе каласса нумай çын кĕтнĕ, мĕншĕн тесен Владимир Владимирович ертсе пынипе кăна Раççей малтан-мала аталанса пыма пултарĕ».
Надежда ИВАНОВА, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн заместителĕ: «Владимир Владимирович Путин пысăк историллĕ, анлă культурăллă çĕршыва 20 çул ытла ертсе пырать. Вăл хăйĕн çине яваплăх илме нихăçан та хăраса тăман. Культура, наука, промышленность тата ытти облаçсенче те Раççее аталантарассишĕн хăйне шеллемесĕр вăй хурать. Çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси те уншăн малти вырăнта. Пирĕн пуласлăхăн ăнăçлăхĕ эпир халĕ пурте пĕрле кар тăрса Владимир Путинпа пĕрле пулнинчен килет».