Хĕллехи вăхăтра çул-йĕрсене юртан тасатасси чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Çавна май ăна Вăрмар муниципаллă округĕнче ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче поселокра, çавăн пекех территори пайĕсенчи автобуссем çÿрекен вырăнсенче, çавăн пекех урамсенче те çул-йĕре тасатнă. Акă паян та ирхинех поселокри Ленин, Советская урамĕсене, Свердлов тăкăрлăкне юртан тасатассипе «Инвестстрой» тулли мар яваплă обществăн тата «Иванов В,А,» хресчен-фермер хуçалăхĕн хăватлă техники ĕçлерĕ.