photo 2023 12 21 10 18 39Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ, унта пурĕ 2 ыйту пăхса тухрĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа — çын наркăмăшланассине тата вилессине чакарассипе районти тĕп больницăра мĕнлерех ĕçсем пурнăçланни пирки район больницин тĕп врачĕ Олег Александрович Волков тухса калаçрĕ. Олег Александрович палăртнă тăрăх, эрех-сăрапа наркăмăшланакансен учетра тăракан йышĕ пирĕн районта хальхи вăхăтра 300 çын шутланать, вĕсенчен 8-шĕ ку енĕпе уйрăмах йывăр лару-тăрура. Наркотиксем çын сывлăхне тата ун психикине сиен кÿни пирки те палăртрĕ О.Волков. Уйрăмах çамрăксем хушшинче вейп сигаретсем туртни вĕсен организмне пысăк сиен кÿнине пĕлтерчĕ, çавăнпа та çамрăк ăрупа профилактика ĕçĕсем шкулсенче ытларах ирттермеллине каларĕ. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассипе РФ Шалти ĕçсен пайĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем тĕллевлĕ ĕçлесе пынине палăртрĕ асăннă уйрăмăн полици начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ А.Софронов. Çавна май наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе айăпланакан граждансен саккунпа килĕшÿллĕн административлă е уголовлă явап тытма тивни çинчен асăрхаттарса хăварчĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ, асăннă комиссин председателĕ Василий Шигильдеев наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин 2023 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ тата 2024 çулхи ĕç планне палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, çак ĕç «Наркотиксен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшне профилактикăласси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пыни çинчен каларĕ. Çавна май кăçал асăннă комисси членĕсем 4 лару ирттернĕ, унта пурĕ 11 ыйту пăхса тухнă. Наркотиксене хирĕç кĕрешессипе районта профилактика ĕçĕсем ирттерме пурĕ 50 пин тенкĕ уйăрнă, вĕсене тĕллевлĕ усă курнă. Çамрăксем хушшинче ырă, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче спорт ăмăртăвĕсем ирттернĕ. Унсăр пуçне районти шкулсене наркотиксене хирĕç кĕрешессипе çыхăннă вĕрентÿпе методика пособийĕсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех районти шкул ачисемпе асăннă темăпа творчествăлла ĕçсен конкурсĕсем, наукăпа практика конференцийĕсем , социаллă психологи тесчĕсем ирттернĕ. Кашни çулах район территорийĕнче «Раççей ачисем» ятпа профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Шкулсенче вĕренекенсемпе «Çамрăксем ырă, сывă пурнăç йĕркишĕн» темăпа наукăпа практика конференцийĕ ирттернĕ. Çавăн пекех çамрăк ăрупа «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» акци, «Спорт усал йăласене сивлет», «Ачасен хăрушсăрлăхĕ — 2023», «Çамрăк ăру», «Полици тата ачасем», «Çамрăксем ырă, сывă пурнăç йĕркишĕн» ятпа тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Наркотиксемпе кĕрешессипе çыхăннă Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа «Романтика» лагерьте çул çитмен ачасемпе çамрăксем хушшинче асăннă темăпа çавра сĕтелсем, семинар-практикумсем ирттернĕ.

Наркотиксене хирĕç кĕрешес тĕллевпе 2023-2024 вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи вĕренекенсемпе ирттернĕ социаллă-психологиллĕ тестчĕсен тата медицина тĕлĕшĕнчен профилактикăлла тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн 727 çамрăкпа тестировани ирттернĕ.

2023 çулта муниципаллă округ территорийĕнче наркотиксемпе çыхăннă 6 административлă протокол çырнă. Вĕсенчен 2-шĕ ăна саккунсăр майпа хăйсен пахчисенче çитĕнтернĕ, тепĕр 4-шĕ медицина тĕлĕшĕнчен диагностика тĕрĕслевĕнчен юри пăрăннăшăн. Кăçал РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем 3 çынна наркотиксемпе е çынна ÿсĕрĕлтерекен ытти шĕвекпе усă курнине тĕрĕслеме медицина учрежденине янă.

«Малашне те асăннă программăсемпе пурте пĕрле ĕçлесе пырсан наркотиксемпе е ытти психотроплă япаласемпе усă куракансен йышĕ пирĕн районта чакса пырасса шанса тăратăп», - терĕ Василий Викторович. Унтан комисси председателĕ В.Шигильдеев 2024 çулхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ, малашлăх задачисене палăртрĕ.

З.ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика