IMG 3480Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, «Защитники Отечества» фондăн социаллă координаторĕ Татьяна Шигильдеева, РФ Социаллă фондăн Вăрмар муниципаллă округĕн клиент службин начальникĕ Татьяна Васильева, районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн пуçлăхĕ Михаил Пуклаков, районти социаллă хÿтĕлев пайĕн начальникĕ Татьяна Семенова, Вăрмар муниципаллă округĕн территори пайĕсен пуçлăхĕсем «Ятарлă çар операцийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен центр» федераллă проект шайĕнче Вăрмар районĕнчи халăха социаллă IMG 3481пулăшу паракан комплекслă центрта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсемпе, мăшăрĕсемпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ăна Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕ Жанна Дмитриева ертсе пычĕ. Чи малтанах Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев сăмах илчĕ. Вăл Украинăри ятарлă çар операцие хутшăнакан пирĕн ентеш-салтаксене пулăшса Вăрмар муниципаллă округĕ мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни çинчен каларĕ. Василий Викторович палăртнă тăрăх, кашни территори пайĕнчех хальхи вăхăтра маскировка сеткисем çыхаççĕ. Çак ĕçе чылайăшĕ хутшăнать, аслăрах ăрурисем нуски-алсиш çыхса параççĕ, ку та вĕсемшĕн хĕллехи вăхăтра питĕ кирлĕ. Пирĕн тăрăхра халăх салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ те чылай кÿрет. IMG 3483Кашни уйăхрах пирĕн ентеш-салтаксем валли тăхăнмалли тум-тир, гигиена хатĕрĕсем, тĕрлĕ апат-çимĕç, хутса ăшăтмалли кăмакасем, тĕрлĕ инструментсем тата ыттине те çитереççĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ йышши транспортпа та тивĕçтереççĕ. Шкул ачисем вара паттăр салтаксем патне ăшă çырусем çыраççĕ. «Автомашинăсемпе, квадрокоптерсемпе тивĕçтерме вара укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Çавна май пирĕн муниципаллă округра «Аруна» ятпа ятарласа уйрăм счет уçнă. Унта кашниех хăйĕн ирĕкĕпе укçа-тенкĕ хывма пултарать. Çак укçа-тенкĕ пĕтĕмпех çар операцие хутшăнакан салтаксем валли ку е вăл техника туянма каять. Пирĕн тыл çирĕп пулмалла, пурин те пĕр шухăшлă пулса май çитнĕ таран хамăрăн паттăр ентеш-салтаксене пулăшмалла», - терĕ Василий Шигильдеев.

ZfvNdE6JLZU fill 300x302«Защитники Отечества» фондăн координаторĕ Татьяна Шигильдеева, районти социаллă хÿтĕлев пайĕн начальникĕ Татьяна Семенова Украинăри ятарлă çар операцие хутшăнакан салтаксене, вĕсен çемйисене патшалăх енчен мĕнлерех социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерни çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарчĕç.

Ятарлă çар операцие хутшăнакансен амăшĕсемпе мăшăрĕсенчен те ыйтусем сахал мар пулчĕç. Вĕсене вара асăннă пай пуçлăхĕсем пурне те туллин хуравлама тăрăшрĕç.

Юлашкинчен Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çавра сĕтеле хутшăннă мĕнпур амăшĕсемпе мăшăрĕсене чĕререн тав турĕ. Çирĕп вăй-халлă пулма сывлăх сунчĕ.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика