ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче 2023 çулта регионти хуласемпе муниципаллă округсенчи культура учрежденийĕсенче пурнăçланă строительствăпа юсав ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ.

«Культура отраслĕ 2023 çулта малаллах аталанса пынă. Культурăна ялсенче аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Чăваш Республикинчи муниципалитетсенче культура çурчĕсем, клубсем, музейсем, ача-пăча искусство шкулĕсем тата ытти объектсем хăпартаççĕ, вĕсене реконструкцилеççĕ, юсаççĕ. Кăçал эпир республика тата федераллă программăсен шайĕнче клубсем тăвассине малалла тăсрăмăр. Ĕçсем 20 муниципаллă округри тата республика пĕлтерĕшлĕ 5 хулари 44 культура объектĕнче пынă», — пĕлтернĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова.

Акă, Вăрмар муниципаллă округĕнче кăçал «Культура» наци проекчĕ шайĕнче 49 вырăнлă модульлĕ çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ хальхи йышши клубсем ялсенче тĕрлĕ мероприятисем ирттерме, ял пурнăçне аталантарса пыма май параççĕ. Ямпай ялĕнчи культура çуртне республикăри 2022-2026 çулсенчи «Клуб евĕрлĕ муниципаллă культура учрежденийĕсене тăвасси /реконструкцилесси\ тата модернизацилесси» çумпрограмма пулăшнипе хăпартнă», — тесе каларĕ.

Малашнехи тĕллевсем пирки калас пулсан, планра — Кивĕ Вăрмар ялĕнче 150 вырăнлă культура çуртне хăпартасси. Паянхи кун тĕлне проектпа тишкерÿ ĕçĕсене пурнăçланă.

Алена САМИНОВА, Вăрмар муниципаллă округĕн культура аталанăвĕн тата библиотека ĕçĕ-хĕлĕн Центрĕн директорĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика