Çĕнĕ çулхи кану кунĕсенче шартлама сивĕ тăчĕ пулин те, киввăрмарсем шкул çумĕнчи стадионта урам командисем хушшинче мини-футболла выляса мала тухассишĕн йăлана кĕнĕ турнир ирттерчĕç. Çичĕ команда тупăшăва хутшăнма кăмăл турĕ. Çивĕч кĕрешÿрĕ пĕрремĕш вырăна Çĕнкас команди тухрĕ, «Оливье» командăпа Уйкас урамĕнчи çамрăксем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем сĕтел çинчи теннисла выляса мала тухассишĕн ăмăртрĕç. Вăл Культура çуртĕнче иртрĕ. Спортăн ку енĕпе малти вырăнсене И.Грачев, А.Павлов, Д.Иванов йышăнчĕç. Мала тухнă командăсемпе палăрнă уйрăм спортсменсене ентеш-спонсорсен паха парнисене тивĕçрĕç.
Владимир ТОЛМАТОВ
