Наркомани чирĕ хăвăрт сарăлса пырать. Малтанхи аташу чире куçнине сиссе те юлма май çук. Унтан вара тавăру сехечĕ çаврăнса çитет: çын халсăрланать, унăн ыйхă килмест, апат анмасть, вăл начарланса каять. Хăрнă шăлсем, çÿç тăкăнни, шаклаланни, сарă-тĕксĕм ÿт-тир, пит-куç çамрăклах пĕр­келенсе ларни - наркоманăн типлă сăн-сăпачĕ. Наркотик серепине лекнĕ çыннăн психики улшăнать. Вăл кăнттамланать, хăйне çеç юратма пуçлать. Тус-юлташĕнчен, тă­ванĕсенчен сивĕнет. Вĕсемпе калаçу пуçарма йывăр. Ун пек çынсен пуçĕнче кирек епле пулсан та наркотик тупас шухăш çеç, çапла вĕсем хăйсем сисмесĕрех преступлени çулĕ çине тăраççĕ.

Чир вĕçĕ - инвалид пулса тăни тата пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайни. Çакă организм ырханланса çитнипе çеç çыхăнман, наркомансем хăйсен пурнăçĕ çине алă хураççĕ е наркотик нумай йышăннипе вилеççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика