Юлашки вăхăтра терроризмла ĕçсем пирки сахал мар илтетпĕр, вулатпăр. Хăвăра хăвăр терроризмран хÿтĕлес тесен иккĕленÿллĕ çынсемпе калаçăва хутшăнма, палламан çынсенчен сумка, пакет тавраш йышăнма, сумкăна асăрханусăр хăварма юраманнине пурте пĕлетпĕр. Террористсем çын нумай пухăнакан вырăнсене суйласа илни те, тĕрлĕ митингсемпе демонстрацисене хутшăнасран асăрханмалли те пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Хуçасăр япаласене алла илме юраманнине те ачасене аса илтерсех тăратпăр эпир. Анчах асăрханнинчен ырри çук. Инкек яланах кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултарать.
