Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: «Республикăра пурăнакан кашни иккĕмĕш çын хастарлă пурнăç йĕркине тытса пырать... Спортпа туслă çемьесен, ачасен, ватă çынсен, ĕç коллективĕсен йышĕ çултан çул ÿсет», — тесе палăртнă.
Эпир те Кавал ял тăрăхĕнче халăха спорта явăçтарас ĕçе куçран вĕçертместпĕр, кулленех тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Акă, çулсерен январь уйăхĕнче мини-футболла выляса Кавал ял тăрăхĕн спорт ветеранĕсен парнисене çĕнсе илессишĕн турнир ирттересси ырă та çирĕп йăла пулса тăнă ĕнтĕ. Унта кашнинчех Вăрмар округĕнчи командăсем йышлăн хутшăнаççĕ, кăçал вара шартлама сивĕ çанталăк тăнине пула 3 команда кăна хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеме кăмăл турĕ. Ку вăл «Кавал», «Шкул ачисем» тата «Чулкас» командăсем.
Турнир питĕ çивĕч те интереслĕ иртрĕ. Спортсменсем хăйсем чăннипех те маттур, вăйлă, хастар пулнине çирĕплетрĕç. Вылякансем те, куракансем те кăмăллă юлчĕç. Турнирăн судйи Алексей Терентьев футболистсен ăсталăхне çирĕп хакларĕ. Турнир пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 1-мĕш вырăна «Чулкас» команда тухрĕ, 2-мĕш вырăна — «Кавал» команда, 3-мĕш вырăна — «Шкул ачисем» команда йышăнчĕç. Командăсене грамотăсемпе тата медальсемпе чысларĕç, парнесем пачĕç. «Чи лайăх вратарь» ята Кирилл Кудрявцев, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята Зосим Григорьев, «Чи лайăх тапăнакан» ята Александр Павлов тивĕçрĕç. Тимур Покровский чи çамрăк вăйăçă пулчĕ.
Спорт мероприятине ирттерме Алексей Николаев, Иван Таратин, Вячеслав тата Валерий Адюковсем, Валерий Прокопьев, Василий Адюков, Олег Акчурин, Алексей Терентьев пулăшрĕç.
Çакăн пек турнир ирттерни «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» федераллă проекчĕн тĕп тĕллевне — халăха физкультурăпа тата спортпа туслаштарассине — пурнăçлама пулăшать.
Алексей НИКОЛАЕВ, Кавалти тĕп шкулти физкультура вĕрентекенĕ
