kupelАслă Чак ялĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Евгений Михайлов кĕçĕн сержант ячĕпе купель уçнă. Аслăчаксем чылай паллă çынпа мухтанма пултараççĕ, халĕ вĕсен йышĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пурнăçран уйрăлнă Евгений Михайлов салтак та пур.

21 çулхи хăюллă салтак 2021 çулта хăй ирĕкĕпе икĕ çуллăх контракт çырса çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Çапла вăл ятарлă çар операцине лекнĕ. Унта снайпер пулнă. Служба вăхăтĕнче Евгений паттăрлăхпа палăрнă. Çапăçу хирĕнче йывăрлăха лекнĕ салтаксенчен нихăçан та пăрăнса иртмен. Шурлăх тăрăх сĕтĕрсе е хулпуççийĕ çине хурса тухни те пулнă. 10 кунлăха отпуска ярсан та Евгений юлташĕсене пăрахса хăварман, малти ретрех юлнă. Çапла 2022 çулта апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче Изюм хулине талпăнса кĕнĕ чух чă­ваш салтакĕ паттăрсен вилĕмĕпе куçĕсене хупнă. Пурнăçран уйрăлнă хыççăн Евгений Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ.

Ял çыннисем Евгений ятне ĕмĕрлĕхе асра хăварма пĕрле пуçтарăнса купель туса лартма шутланă. Ял хĕрринчи Чăмашки çырминче çак çĕнĕ часавая туса лартнă. Унăн икĕ енне çĕр ишĕлесрен бетон ярса çирĕплетнĕ. Çурта çутă кĕртнĕ. Сăваплă ĕçре кашниех мĕнпе те пулин усăллă пулма тăрăшнă. Çамрăксем нумай вăй хунă çак пархатарлă ĕçре. Ял çыннисем Евгений паттăр, тĕллевлĕ çамрăк пулнине яланах асра тытĕç. Кашни вăхăтăн хăйĕн паттăрĕ пур. Купель-часавай çине вырнаçтарнă асăну хăми Евгений Михайловăн çутă сăнарне килен-каяна аса илтерсех тăрĕ.

Аслă Чакра халĕ 250 яхăн çын пурăнать. Купель уçассине пĕлсенех шартлама сивве пăхмасăрах Чăмашки çырмине сахал мар çын пухăннă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем те пулнă. Салтак ячĕпе хисепленекен часавай-купеле Энĕшпуç чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн атте кĕл туса сăвапланă. Хĕреспе тасатнă хыççăнах çăлкуç шывĕнчен чÿкенсе тухакансем те пулнă. Шыва кĕрсе ÿтпе те, чунпа та тасалмалли вырăн малашне тата та илемлĕрех пулса пырĕ. Евгений Михайловăн ашшĕ Алексей Алексеевич çăва тухсан çăлкуç таврашне хăтлăлатас тĕлĕшпе çĕнĕ ĕçсем тума палăртнă. Çак вырăнта кÿлĕ тăвасшăн, пулăсем ярасшăн, çынсем валли ларса канмалли вырăн та хатĕрлесшĕн.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика