Иртнĕ кунсенче юр нумай çунине пула ялсем патне пыракан çулсем çеç мар, урамсем те пĕтĕмпех юрпа хупланса ларчĕç. Çакăн пек йывăр лару-тăрура пирĕн округри кашни территори пайĕн яваплă çыннисем çул-йĕре юртан тасатассипе паянхи кун та тăрăшса вăй хураççĕ. Акă Кĕтеснерти территори пайĕн начальникĕ Олег Ларионович Николаев пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Кĕтеснер ялĕнчи урамсене юртан тасатса пĕтернĕпе пĕрех. Ку ĕçе пурнăçлаканĕ «Федоров Ю.Б.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Çавăн пекех Эçпепе ялĕнче те урамсене «Яковлев В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ юртан тасатнă. Юр нумай çунăран ăна тасатма йывăррине те палăртрĕ Олег Ларионович. Çавна май ку енĕпе ĕçлекен МТЗ трактор тата ытти пысăк хăватлă тракторсем те ванса ларнине каларĕ. Анчах епле йывăр пулсан та «Яковлев В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ хальхи вăхăтра Кивĕ Шулхан ялĕнче урамсене юртан тасатассипе ĕçлет.

«Хальхи вăхăтра халăх пурăнакан территори пайĕн чиккин тăршшĕ 32 километр шутланать. Вĕсене пирĕн пăхса тăмалла. Çакна палăртас пулать: урамсене трактор юртан тасатнă хыççăн вырăнта пурăнакансенчен чылайăшĕ кил картишĕнчи юра урама çын çÿрекен çул çине тухса тăкать. Ку вара машинăсене те, çынна çÿреме те чăрмантарать. Ку е вăл çынна васкавлă пулăшу кирлĕ пулсан, васкавлă пулăшу машини кирлĕ вырăна çитеймест. Çавăнпа та пухăннă юра кил картишĕнчен пахчана илсе тухни лайăхрах пулĕ», - тет О.Николаев.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика