Халиччен кун чухлĕ юр курман

Çапла калаççĕ ялти ватăсем. Уйрăмах виçĕ кун пĕр чарăнми çуса тăчĕ те вăл, ял урамĕсене шурă кавирпе витсе те хучĕ. Тĕрлĕ социаллă сетьсенче те кун пирки ырласа та, хурласа та çырни, ÿкерни пайтах пулчĕ. Епле пулсан та округри территори пайĕсенчи пуçлăхсен вара яваплăхĕ ÿснĕçемĕн ÿссе пычĕ. Ялсенче пурăнакансенчен кашниех тенĕ пек хăйсен территори пайĕн начальникĕ патне çул хăçан уçасси пирки пĕр чарăнмасăр шăнкăравлаççĕ. Акă Кĕлкешри территори пайĕн начальникĕ Олег Степанович Кузьмин ку ыйтăва татса парассипе талăкĕпех ĕçлет тесен те йăнăш пулмĕ. Кĕлкеш территори пайне 4 ял - Кĕлкеш, Çитмĕш, Тупах, Чĕкету ялĕсем кĕреççĕ. Вĕсенчи урамсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 26 километр шутланать.

Олег Степанович палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра Кĕлкеш ялĕн урамĕсене юртан тасатса пĕтернĕпе пĕрех, пĕр Школьная урам юлнă. Техника йĕркеллĕ ĕçлесен, унти урама та паян юртан тасатса пĕтерĕç. Ку енĕпе Эдуард Валериевич Филиппов МТЗ-82 тракторпа пĕр чарăнми ĕçлерĕ. Пултаруллă та маттур Эдуард Филиппов ял халăхне яка çулпа çÿреме условисем туса пачĕ. Çавăн пекех Çитмĕш ялĕнчи урамсене «АСТ21» тулли мар яваплă общество юртан тасатассипе ĕçлерĕ. Хальхи вăхăтра асăннă организаци çак ялти Новая урама юртан тасатать. Тупах ялĕнче вара ĕнер Николаев, Карл Маркс урамĕсене юртан уçассипе «Ванюков В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ çанă тавăрса ĕçленĕ. Чĕкету ялне хальлĕхе урамсене юртан тасатма çитеймен-ха. Олег Степанович палăртнă тăрăх, кунти урамсене ыран тасатассипе ĕçе пуçăнĕç. Тупахран пуçласа Вăрмар çулĕ таран вара «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ хăйĕн хăватлă техникипе çул-йĕре юртан тасатнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика