photo 2024 01 24 10 32 20Çулсерен январĕн 25-мĕшĕнче Раççейре святой Татианăна асăнса Татьяна кунне паллă тăваççĕ. Студентсем вара, 1755 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Елизавета Петровна патша Мускавра пĕрремĕш университет йĕркелемелли хушăва алă пуснипе çыхăнтарса, çак куна хăйсен уявĕ тесе йышăнаççĕ.

Интернетри çăлкуçсенче çырнă тăрăх, Татьянăсем çирĕп кăмăллă, ăслă-тăнлă, пуçаруллă çынсем, хăйсене тытма пĕлеççĕ, карьерăра çитĕнÿсем тăваççĕ. Вăрмар округĕн­че те хăйсен ĕçĕнче палăрса ырă ята тивĕçнĕ Татьянăсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Раççей Федерацийĕн Социаллă Фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин руководителĕ Татьяна Юрьевна Васильева /сăн ÿкерчĕк çинче\.

Татьяна Юрьевна Энĕшпуç ялĕн­че Анна Николаевнăпа Юрий Васильевич Яковлевсен çем­йин­че çуралса ÿснĕ, 3 ачаран вăтамми. Яковлевсен çемйи таврара ятлă-сумлă, хисеплĕ шутланать. Юрий Васильевич нумай çул «Авангард» совхозăн директорĕнче вăй хунă, агропромышленноç комп­лексĕн ветеранĕ. Анна Николаевна Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн Энĕшпуçĕнчи филиалĕнче музыка вĕрентекенĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсен аслă ывăлĕ Александр Юрьевич — Энĕш­пуçĕнчи шкул директорĕ, кĕçĕн ывăлĕ Андриян Юрьевич — Шупашкарти Мускав район сучĕн судйи.

Татьяна Юрьевна Энĕшпуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, унтан финансист специальноçне алла илес кăмăлпа Канашри финанспа экономика техникумне çул тытнă. 3 çул вĕреннĕ вăл кунта. «Эпир, пĕр класра вĕреннисем, тăваттăнтан пĕр çĕре вĕренме кĕтĕмĕр. Пĕр класра вĕреннĕ Зоя Васильевăпа общежитинче икĕ вырăнлă пÿлĕме пĕрле пайласа пурăнтăмăр. Кашни канмалли кун яла çÿреттĕмĕр, Канаш Энĕшпуçĕнчен аякра мар вĕт. Эпир тăрăшса вĕреннĕ. Лайăх вĕренекенсене 14 тенкĕ стипенди паратчĕç, эпир вара стипенди илсен Канашри чукун çул леш енчи суту-илÿ вырăнне васкаттăмăр. Унта Хусантан илсе килсе питĕ тутлă çаврака хура çăкăр сутатчĕç, çавна кашнинчех туянса çиеттĕмĕр. Çамрăк пулнă май ташă каçĕсене тухса çÿрес килетчĕ. Вахтерсем общежитине каçхине 10 хыççăн кĕртесшĕн марч­чĕ, çапах та вĕсемпе калаçса татăлса пурпĕрех дискотекăна тухса чупаттăмăр», — студент çулĕсене аса илсе каласа парать Татьяна Юрьевна.

Техникума лайăх паллăсемпе пĕтернĕ çамрăк специалист тăван тăрăха таврăнать. Малтан пĕр хушă районти ял хуçалăх пайĕнче тĕп финансистра, унтан экономика па­йĕнче ертсе пыракан специалистра ĕçлет. Аслă пĕлÿ илес тĕллевпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа 6 çул экономиста вĕренет.

1998 çулта Татьяна Юрьевна Раççей Пенси фончĕн Вăрмарти уйрăмĕнче ĕçлеме пуçлать. 26 çул хушшинче ертсе пыракан специалистран РФ Социаллă Фончĕн Вăрмарти клиент службин руководителĕ таран çитет. Ку статьяра учреждени ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăмăпăр, анчах та, каламасăрах паллă, унăн ĕçне йĕр­келесе-тытса пырасси пысăк явап­лăхпа çыхăннă. Татьяна Юрьевна вара хăйĕн тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ахальтен мар ăна «РФ Социаллă фондне парăннăшăн», «РФ Пенси фончĕн отличникĕ» наградăсемпе, тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă, «РФ Ĕç ветеранĕ» медаль панă.

«Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, ирсерен унта тулли кăмăлпа васкатăп. Çынсене пулăшас, вĕсемшĕн усăллă пулас тесе ĕçлетĕп», — тет Татьяна Юрьевна. Яваплă ĕçре руководитель пулнисĕр пуçне çемьери тăнăçлăх та уншăн малти вырăнта. Мăшăрĕпе Сергей Петровичпа виçĕ ачана кун çути парнеленĕ вĕсем. Асли Александра И.Н.Ульянов ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи юридици факультетне пĕтернĕ, Шупашкар хулинче пурăнать. Вăтамми Ангелина Мускавра институтра дизайн-менеджера вĕренет. Кĕçĕнни Юрий вара 1-мĕш клас­ра ăс пухать. Сăмаха май, ăна кукашшĕне хисеп­лесе Юрий ят панă. «Шÿтлесе «пĕчĕк Юрик тата пысăк Юрик» тетпĕр эпир вĕсене. Пĕр-пĕр­не питĕ юратаççĕ вĕсем», — пĕлтерет Татьяна Юрьевна. «Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?» — тесе ыйтсан çапла хуравларĕ вăл: «Вăхăчĕ нихăçан та çитмест пулин те кашни пушă минута çывăх çыннăмсемпе ирттерме тăрăшатăп. Ывăлăмпа йĕлтĕр­пе ярăнатпăр, кĕнеке вулатпăр. Çавăн пекех эпĕ кролик ĕрчетессипе интересленетĕп, килте пысăк аквариумра тĕрлĕ пулăсем тытатăп. 22 çул каялла автошкулта вĕренсе автомашинăпа чупма ирĕк паракан документ илнĕ хыççăн çăмăл машинăсемпе кăсăкланатăп».

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика