hd img 4921olUxY13OJWkgJdtfzCGGy95GaYiZlIBOЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче 2023 çулта регионти хуласемпе муниципаллă округсенчи культура учрежденийĕсенче пурнăçланă строительствăпа юсав ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ.

«2023 çулта эпир республика тата федераллă программăсен ша­йĕнче клубсем тăвассине малалла тăсрăмăр. Ĕçсем 20 муниципаллă округри тата республика пĕлтерĕш­лĕ 5 хулари 44 культура объектĕнче пынă», — пĕлтернĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова. Вăл палăртнă тăрăх, «Культура» наци проекчĕ шайĕнче Канаш округĕнчи Юмансар ялĕнче культура çуртне хăпартнă, Çĕрпÿ округĕнче Культура аталанăвĕн центрĕ алăкĕсене уçма хатĕр. Куславкка округĕнчи Илепар ялĕнче 100 вырăнлăх культура çурчĕн тата Элĕк округĕнче Ача-пăча искусство шкулĕн строительстви малалла пырать, ĕçсене 2024 çулта вĕçлемеле. Виçĕ муниципаллă ок­руг­ра автоклубсем туяннă. 13 культура объектне тĕпрен юсанă, 14 объектра юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

8 культура çурчĕн строительствине пурнăçлама проектпа тишкерÿ ĕçĕсем пуçланнă: Вăрмар округĕнчи Кивĕ Вăрмарта 150 вырăнлăх, Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Тури Çĕрпÿкассинче 49 вырăнлăх, Вăрнар округĕнчи Уйкас Кипекре 49 вырăнлăх, Етĕрне округĕнчи Чирĕккассинче 49 вырăнлăх, Патăрьел округĕнчи Татмăшра 49 вырăнлăх, Улатăр округĕнчи Кивĕ Эйпеçре 150 вырăнлăх, Йĕпреç округĕнчи Хурамалта 150 вырăнлăх, Элĕк округĕнчи Мăн Вылара 100 вырăнлăх культура çурчĕсем тăвасшăн.

«2024 çулта Патăрьел округĕнчи Тури Чакăра 100 вырăнлăх, Вăрнар округĕнчи Уйкас Кипекре 49 вырăнлăх, Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Тури Çĕрпÿкассинче 49 вырăнлăх тата Етĕрне округĕнчи Чирĕккассинче 49 вырăнлăх культура çурчĕсен строительствине пуçлама планлатпăр », — тенĕ Светлана Каликова.

Вăрмар округĕнчи Ямпай ялĕнче 2023 çулта «Культура» наци проекчĕ шайĕнче 49 вырăнлă модульлĕ çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ. «Çĕнĕ культура çурчĕ хăйĕн ĕçне ăнăçлă пурнăçласа пырать. Кунта халĕ концертсем те, пухусем те, суйлавсем те ирттерме пултаратпăр. Тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ пирĕн. Ачасем те активлă çÿреççĕ кунта, аслăрах ÿсĕмрисем те клубра пухăнма кăмăллаççĕ. Ялти культурăллă пурнăç çĕнĕрен вăй илсе кайрĕ», — пĕлтерет клуб заведующийĕ Лола Тешабаева. Ямпай ял халăхĕ çĕнĕ клубшăн питĕ савăнать. «Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева, Чă­ваш Республикин, Вăрмар муниципаллă округĕн руководствине, çĕнĕ культура çуртне тума пулăшнă мĕн­пур çынна тав тăватпăр», — тет ялта пурăнакан Надежда Юсова.

Çавăн пекех, планпа килĕшÿллĕн, Кивĕ Вăрмар ялĕнче 150 вырăнлă культура çуртне хăпартасшăн. Хальхи вăхăтра проектпа тишкерÿ ĕçĕсене пурнăçланă. «Кивĕ Вăрмар ялĕ округра чи пысăккисенчен пĕри, халăх та йышлă пурăнать кунта, çавăнпа ялта пысăк çĕнĕ клуб питех те кирлĕ. Хальлĕхе эпир тĕр­лĕ мероприятисене кивĕ клубрах ирттеретпĕр, условисем енчен пит аванах мар та — мĕн тăвăн», — тет Кивĕ Вăрмарти культура çурчĕн заведующийĕ Ираида Андреева. Унăн шухăшне çак ялта пурăнакан, «Парне» халăх фольклор ансамбльне ерт­се пыракан Лариса Волостнова малалла тăсать: «Çĕнĕ культура çурчĕн строительствине чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, мĕншĕн тесен клуб ял халăхĕн культурăпа ăс-хакăл аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл халăха пĕр чăмăра пухма, вăхăта усăллă ирттерме пулăшать».

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика