poc«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» программи шайĕнче Чăваш Республикинче тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçланать. 2017 çултан пуçласа парксемпе скверсен сăн-сăпачĕ тата общество хутлăхĕсем çĕнелсе улшăнаççĕ. Эпир çакна куратпăр», - палăртнă Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проектне иртнĕ çул епле пурнăçланине сÿтсе явассипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунсенче строительство организацийĕсен руководителĕсемпе канашлу ирттернĕ. 2023 çулта республикăра 780,7 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Пĕтĕмлетÿсемпе канашлура ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Коледа паллаштарнă. «Пĕтĕмĕшле калăпăшран 51 процент нумай хваттерлĕ çуртсен строительстви — 397,3 пин тăваткал метр. Уйрăм çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ 383,4 пин тăваткал метрпа танлашнă. Республикăри 15,6 пин çемье хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлат­нă», - тенĕ министр.

2023 çулта «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн Вăрмар поселокĕнче Новая урамĕнчи территорие юсанă. Ĕçсене «Стройтрест—2» тулли мар яваплă общество пурнăçланă, пĕлтĕр кĕр­кунне вĕçленĕ. Проектпа килĕшÿллĕн картишĕнче тротуарсене, автомашинăпа çÿремелли çула тунă, ларкăчсем вырнаçтарнă. Поселокра пурăнакансем çакăншăн питĕ кăмăллă.

Çавăн пекех поселокри тĕп площадь те «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» программăпа çĕнелсе улшăнма пуçланчĕ иртнĕ çул. Тĕп площадьри кивĕ асфальта ватса плитасем хурса брусчатка сарнă. Çак вырăн малашне кану валли илĕртÿллĕ вырăн пулса тăмалла. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кунта хăтлăх кĕртме 6 миллион ытла яхăн тенкĕ уйăрнă. Тĕп площаде хăтлăх кĕртесси икĕ тапхăрпа иртет. Иккĕмĕш тапхăрĕ кăçал иртмелле. Поселокра пурăнакансем валли ача-пăча площадкисем, спорт тренажерĕсем, ларкăчсем вырнаçтарĕç, сценăна, урама çутатакан фонарьсене улăштарĕç. Ку объекта çĕнетсе улăштарассишĕн район çыннисем иртнĕ çул он-лайн сасăлав вăхăтĕнче пĕлтернĕ пулнă.

Çавăн пекех «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕпе нумай хваттерлĕ çуртра сусăр çынсем валли 3 пандус вырнаçтарнă. Поселокри Киров урамĕнче чарăну павильонĕсем лартнă. Вăрмарти Культурăпа кану паркĕнче туй уçланки уçнă.

«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçсем кăçал та, çитес çул та малалла пырĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика